Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăвашсен пĕрремĕш çветтуйĕ ячĕпе

Çак кунсенче Турханта çуралса ÿснĕ Герман епископ (Кокель) çуралнăранпа 115 çул çитнине асăнса чаплă литурги иртнĕ. Унта Шупашкар – Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава хутшăннă. Турра кĕлтунă çĕрте Шупашкарти кафедральнăй соборăн тата прихутăн хорĕсем юрланă.

Литургире Патăрьел район пуçлăхĕ Н.Глухов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов, Геннадий протоиерей, Анатолий благочиннăй, Чăваш епархийĕн кăнтăр округĕнчи служительсем, таврари йышлă халăх пулнă.

Ентеше мухтаса аслă та ăслă сăмахсем янăранă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться