Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çыравçă-ăсчах

“Пурнăçра яланах пĕр тĕллевпе, пĕр ĕмĕтпе пурăнтăм. Хама çуратнă халăхăма мĕн чухлĕ те пулин ырă тăвас, унăн чĕлхипе сăмахлăхне, йăли-йĕркине малалла кайма май парас, мухтавлă çутавçăмăр И.Я. Яковлев пуçарнă “чăваш ĕçне” çĕнĕ пахалăхлă пусăма çĕклеме пулăшас тесе тăрăшрăм”.

“Каçалăк пуçламăшĕнче

Патăрьел çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Сипетлĕ Юхма енĕ хăйĕн чĕрки çинче темĕн чухлĕ талант ÿстерсе тĕнчене салатнă. Патăрьел пăхаттирĕсем хăйсен пултарулăхĕпе ĕçре те, спортра та, ăслăлăхра та, литературăпа искусствăра та малтисен ретĕнче. Тăван çĕр-шыв тăнăçлăхĕшĕн те чунне пама хатĕр паттăр ен чăвашĕсем. Вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма тивĕç - эсĕ, савнă Патăрьелĕм.

Юхма енрен литературăпа ÿнер, вĕрентÿпе ăслăлăх ăстисем сахал мар тухнă. Патăрьел тăрăхне эпир ним вăтанмасăрах чăваш литература сăпки тесе калама пултаратпăр. Чăннипех те тулăх Юхма ен сăмахлăх тĕнчи. Кунтан чăваш илемлĕ литературине çÿллĕ шая çĕклеме пултарнă паллă поэтсемпе писательсем ниçтанхинчен нумай тухнă. Вĕсенчен пĕри чăвашсен паллă çыравçи, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш литература кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Иванович Мефодьев.

А.И. Мефодьев 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикине кĕрекен Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă. Малтан тăван ялти 7 çул вĕренмелли, кайран Шăнкăртамри вăтам шкулсенче пĕлÿ пухнă. 1961-1967 çулсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Вĕрентекен дипломне алла илнĕ.

Хаçат ĕçне парăнсан...

А.И. Мефодьев ĕçлĕ пурнăçĕ 1956 çулхи çĕртме уйăхĕнче тăван ялти хуçалăхра пуçланнă. Каярахпа пĕр хушă вăл ял библиотекине ертсе пынă. 1957-60 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан икĕ çула яхăн Йĕпреç районĕнчи “Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн” хаçат редакцийĕнче тата парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. 1962 çулхи авăнра А.И. Мефодьев тăван района куçса килнĕ те малтан “Авангард” хаçат редакцийĕнче, кайран КПСС райкомĕнче вăй хунă. 1972 çултан пуçласа 13 çул хушши партин Чăваш обкомĕн культура пайĕн инструкторĕнче вăй хунă. 1985-1992 çулсенче республикăри ачасен “Хатĕр пул” журналăн тĕп редакторĕнче тăрăшнă. 1992 çултанпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, чăваш литература кафедринче вăй хурать, студентсене тăван сăмахлăх (фольклор), чăваш литературин историйĕ вĕрентет. Пултаруллă та тÿрĕ кăмăллă ăсчах 1998-2004 çулсенче педагогика университетĕнчи çĕнĕрен уçăлнă Чăваш филологи факультечĕн деканĕ пулса ĕçленĕ.

А.И. Мефодьев литература ĕçне 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă. “Кахал” ятлă пĕрремĕш сăвви 1954 çулта районти “Авангард” хаçатра çапăнса тухнă. Каярахпа унăн сăввисем, очеркĕсем, статйисем республика хаçачĕсенче, журналĕсенче те пичетленме пуçланă. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, асăннă çулсенче “Авангард” хаçатра çамрăк Айхин сăввисем те тăтăшах кун çути курнă. Çамрăк та мал ĕмĕтлĕ, ăмăртмалла тенĕ пек сăвăсем çыракан пултаруллă çамрăксене çыравçă çулĕ çине тухма “Авангард” хаçатпа Патăрьел тăрăхĕн пултаруллă çыравçисем Митта Ваçлейĕ, Алексей Талвир пулăшса, хавхалантарса тата çул кăтартса пынă. Тен çавăнпах пулĕ Миттапа Талвира Мефодьев Юхма енĕн “улăп-çыравçисем” тесе палăртать.

Райхаçатран – хайлав ĕçне

“Авангард” хаçатра 1962-70 çулсенче литсотрудникран пуçласа пур вырăнта та тенĕ пекех хăйне тĕрĕслесе пăхнă: ял хуçалăх пайĕнче те, парти пурнăç пайĕнче те, редактор çумĕнче те. Хăш чухне тата тĕп редактор ĕçĕсене те пурнăçлама тивнĕ.

– “Авангардра” ирттернĕ 8 çул пурнăçăмри асран кайми вăхăт пулса юлчĕ. Çак вăхăтра районти пур ялта та пулса куртăм. Тĕрлĕ темăсемпе тата жанрсемпе çĕршер материал пичетлесе кăлартăм. “Авангард” тапхăрĕ кун-çулăмра ытти пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе палăрса юлчĕ: пулас мăшăрăмпа Шурăпа паллашрăм, çемье çавăртăм, икĕ ывăл ашшĕ пулса тăтăм, аслă шкул пĕтернине ĕнентерекен диплом илтĕм, журналистсен Союзне кĕтĕм, “Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” медале тивĕçрĕм”, - сăпайлăн аса илет А.И. Мефодьев Патăрьел район хаçатĕнче ĕçленĕ çулсене. Çавăн пекех Александр Иванович тăрăшнипех çав çулсенче Митта Ваçлей ячĕллĕ литература премийĕ ăнăçлă утăмсем тунă, “Юхма” журнал тухса тăнă.

Сăвăсемпе поэмăсем, очерксемпе тĕрленчĕксем çырас ĕçе А.И. Мефодьев пурнăç тăршшĕпех туса пынă. Вăл теçетке ытла кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисемпе поэмисенче тăван ял, çамрăклăх, салтак пурнăçĕ, çут çанталăк, туссем, ачалăх темисем малти вырăнта. Александр Мефодьевăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисен малтанхи пуххисенчен пĕри “Юхать Пăла” ятпа 1998 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă. Унта сăвăçăн 50-60 çулĕсенчи пултарулăхĕпе пĕрлех каярах çырнă хайлавĕсем кун çути курнă.

Çамрăк вулакана хисеплени, вĕсен кăмăл-туйăмне пĕлсе курса тăрасси А.И. Мефодьевăн республикăри ачасемпе çамрăксен “Хатĕр пул” журналĕнче тăрăшнинчен те чылай килнĕ пулĕ. Александр Иванович пуçарнипех журналта çамрăк ăрăва кăсăклантаракан, вĕсен пултарулăхне аталанма, çитĕнекен ăрăва пурнăç çулне суйласа илме пулăшакан “Тăван чĕлхе”, “Тавлашу пÿлĕмĕ”, “Ырă сĕнÿсен арчи”, “Поэзи шкулĕ”, “Чун ыратăвĕ”, “Ырвалюк”, “Сатур Санюк” ярăмсем куллен пичетленнĕ. “Тавлашу пÿлĕмĕ” ярăм уйрăмах ачасен кăмăлне кайнă, мĕншĕн тесен çамрăксене пырса тивекен çивĕч ыйтусем, шухăша яракан çырусем пичетленнĕ унта. Вĕсен чыла-йăшĕн авторĕ шăпах А. Мефодьев пулнă та ĕнтĕ. Маларах асăнтăмăр А.И. Мефодьев журналăн тĕп редакторĕ пулнă тесе. Редактор хăйне шанса панă ĕç вырăнне питĕ юратнă. Вăл тăрăшнипех “Тăнăçлăх кĕввисем” ятпа “Хатĕр пулăн” пĕрремĕш пĕчĕк кĕнеки пичетленсе тухнă. “Хатĕр пулăн” Трубина Мархви ячĕллĕ литература премийĕ йĕркеленнĕ. Çамрăк вулакансемпе туслă пулнипех унăн творчествăри пултарулăхĕ ÿссех пынă. 2003 çулта çыравçăн ача-пăчана халалланă черетлĕ “Шăнкăр-шăнкăр шыв” . Çыравçă-ăсчах чăваш ачипе калаçни” кĕнеки кун çути курать. Çамрăк тусĕсемпе чуна уçса ăш пиллĕн калаçать, хамăр халăхăн ырă енĕсемпе паллаштарать, вĕсене упрама, аталантарма йыхăрать. Çитĕнекен ăрупа Тăван çĕр-шыв, патриотлăх, кăмăл-сипет, ырăпа илем, чун-чĕре пуянлăхĕ çинчен калаçать. Кашни хайлавах çыру евĕр йĕркеленĕ, кун пек туни ачасемпе калаçу ирттерме меллĕ. Асăннă кĕнекен пахалăхне кура Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви “Шăнкăр-шăнкăр шыв”, Çы-равçă-ăсчах чăваш ачипе калаçни” кĕнекене шкулсенче усă курма сĕннĕ.

Еншике чылай çулран таврăнсан, паянхи чăваш ялĕн шăпи пирки шухăша путать. “Аван-и, ялăм” поэма çак ятпах уйрăм кĕнекен 2003 çулта вулакан патне çитрĕ. Кĕнекере поэмăсăр пуçне çыравçăн юлашки çулсенче хайланă сăвви-юррисем вырăн тупнă.

А.И. Мефодьевăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ, вăл – поэт-юрăçă та. Унăн сăввисем тăрăх Н. Эриванов, Ю. Кудаков, Ю. Жуков, Н. Тимофеев, В. Романов, Н. Заводскова, В. Адюков, Е. Кузьмина, И. Медведев композиторсем 40 ытла юрă çырнă.

Юлашки çулсенче вăл И. Степанов композиторпа тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсем пĕрле çырнă хайлавсем “Акăшсем те ишеççĕ пĕрле” (2007) кĕнекере пичетленнĕ.

Сантăр Аксар тăлмач пулнипе те паллă. Писатель вырăс, тутар, мăкшă çыравçисен чылай сăвви-калавне, 20 яхăн илемлĕ кинофильм текстне чăвашла куçарнă.

Тăван литературăн аталанăвĕпе кăсăкланни А.И. Мефодьева ăслăлăх çулĕ çине тухма çул уçса пынă. Пулас ăслăлăх кандидачĕн пĕрремĕш наука ĕçĕ 1973 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче “Авангард” хаçатра кун çути курнă. Вăл “Пултаруллă янташăмăрăн пĕр очеркĕ çинчен” ятлă. Унта çамрăк тĕпчевçĕ Митта Ваçлейĕн “Мамăк утравĕ” хайлавне тишкерсе хак панă. Хăй чăннипех те пултаруллă наука ĕçченĕ пулнине Мефодьев паллă чăваш çыравçин Алексей Филиппович Талвир пултарулăхне тĕпчесе çирĕплетсе пачĕ.

Ăсчахра пиçĕхнĕ

Мефодьев ăсчахăн чăваш литература критикинчи тепĕр паллă ĕçĕ вăл “Чувашская детская литература: истоки, возникновение, формирование” (2008 ç.) монографи. Филологи ăслăлхĕсен кандидачĕ монографире чăваш ача-пăча литературин аталану çул йĕрне тĕплĕн тĕпчесе хак панă. Чăваш ача-пăча литературине никĕслекенсен С.М. Михайлов, М.Ф. Федоров. Н.М. Охотников тата И.Я. Яковлев хайлавĕсенчи чăваш ачин сăнарне туллин уçса панă. Ăслăлăх ĕçĕ чăваш литература критикинче чăннипех те паха ĕç пулнине филологи ăслăлăхĕн докторĕсем Ю.М. Артемьевпа П.Н. Метин тата В.П. Никитин филологи кандидачĕ пысăка хурса хаклани те çирĕплелет.

А.И. Мефодьев нумай кĕнеке авторĕ. Вĕсем – илемлĕ сăмахлăхпа вĕренÿ кĕнекисем. Çыравçă “Тракторострой çути” тата “Çамрăклăхпа ăсталăх” чăваш писателĕсен хайлавĕсен пуххине хатĕрлесе кăларнă. Студентсемпе вĕрентекенсене куллен вĕренÿре, ĕçре кирлĕ кĕнекесен хисепĕ те теçеткерен иртет.

Александр Ивановичăн пурнăç çулĕ пархатарлă та сумлă. Пурнăç тăрăшшĕнче тĕрлĕ çĕрте вăй хума тивнĕ ăсчахăмăрăн. Культура ĕçченĕ те, хаçатçă та, парти тытăмĕн çынни те, вĕрентÿçĕ те, ăслăлăх ĕçченĕ те. Вĕсенчен пĕрне тепринчен уйăрса ĕçлемен вăл. Пур çĕрте те ĕçе юратса, чунтан, тĕплĕн пурнăçланă вăл. Çавăнпах пулĕ ăна пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ, сума сăваççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанаççĕ, яланах тĕслĕх вырăнне лартаççĕ. Ăсчахăмăрăн Тăван çĕршыв, чăваш литературипе ăслăлăхĕнчи çитĕнĕвне тăван халăх пысăка хурса хакланă. Çыравçа “Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” (1970) тата “Ĕç ветеранĕ” (1990) медальсемпе, “IX пилĕкçуллăх” ударникĕ паллăпа, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн (1989) тата В.И. Ленин ячĕллĕ пĕтĕм Союзри пионер организацийĕн Тĕп Канашĕн (1989), Хисеп грамотипе наградăланă. Александр Иванович Мефодьев – Трубина Мархви ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ (1998). Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2000). Раççей çыравçисен (1992) тата журналисчĕсен (1969) Союзĕсен членĕ.

Александр Иванович паянхи кун тăван педуниверситетра студентсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшать. Чăваш филологи факультечĕн студенчĕсем унăн лекцийĕсемпе хăнăху занятийĕсене юратса çÿреççĕ. Александр Иванович вĕсене хăйĕн пĕлĕвĕпе, пысăк ăсĕпе, анлă тавра курăмĕпе тыткăнлать. Ун занятийĕсенче студентсем пуç çĕклеми ĕçлеççĕ, ученăй-педагог сăмахĕсене пĕрне те илтмесĕр ирттерсе ярас мар тесе тăрăшаççĕ.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2008
00:00
Поделиться