Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ТИМЛĕХЕ ПУРИН ТЕ ÿСТЕРМЕЛЛЕ

Кăçалхи вунă уйăхра районта 33 пушар пулнă, 2779138 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Инкексен 72, 7 проценчĕ граждансен кил-çурчĕсенче тухнă. Вĕсенче 5 çын пурнăçĕ татăлнă. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: пĕрисем ÿсĕр пулнă, теприсем пушартан сыхланмалли йĕркесене пурнăçламан, виççĕмĕшĕсем электричествăпа асăрханусăр усă курнă тата ытти те.

Уйрăмах Патăрьел, Сăкăт, Турхан, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче лару-тăру кăткăс. Районти пушар хуралĕнче ĕçлекенсем вырăнти яваплă çынсемпе çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсенчи хуçалăхсене çитсе курчĕç, тĕрĕслев ирттерчĕç. Кил хуçисем пушар хăрушсăрлăх йĕркисене кирлĕ пек пурнăçласа пыманни палăрчĕ. Хуçалăхсенчи çуртсенче, уйрăмах хуралтăсенче, кивелнĕ, йĕркене пăсса кĕртнĕ электропроводкăпа усă кураççĕ. Çакă инкек патне илсе çитересси пирки шутламаççĕ.

Вут-кăвар типшар кÿни пирки пĕр самантлăха та манас марччĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене яланах асрах тытасчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 ноября 2008
00:00
Поделиться