Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт хыпарĕсем

Рязаньре пиçиххирен тытса кĕрешекенсен Раççейре мала тухмалли ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Нăрваш Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕ А.Адикин виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Тренерĕ – Н.Трифонов. Декабрьте Мускавра спортăн ку енĕпе Тĕнчере мала тухмалли ăмăру иртет. А.Адикин халĕ унта хатĕрленет.

Шупашкарта “Хыпар” хаçат парнисемшĕн пукан йăтакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унтаl Патăрьел районĕн команди те хутшăнчĕ. Хăйĕн виçе тата ÿсĕм категорийĕ тăрăх А.Краснов пĕрремĕш, П.Кртин, А.Калькин, М.Рубцова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Р.Вазюковăн тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. А.АЛЕКСЕЕВ.

Урхамахсем çитĕнÿсемпе савăнтарчĕç

Кăçалхи çуллахи спорт сезонĕнче ăратлă лашасем, урхамахсем чылай ăмăртусенче тупăшрĕç. Уфара, Хусанта, Альметьевскра, Ульяновскра Чăваш Ен лашисем пирки мухтаса калаçма тытăнчĕç.

Пирĕн районти В.Краснов тытса пыракан “Сахалинпа” Н.Пыркинăн “Ласковый май” урхамахĕсем Тутарстан республикин уявĕнче 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннăччĕ.

Черетлĕ ăмăрту Ульяновск ипподромĕнче пулчĕ. Унта Кивĕ Ахпÿртри Анатолий Каргин хăйĕн “Пафосĕпе” наездниксен чемпионатĕнче çĕнтерчĕ. Унăн тепĕр лаши В.Осипов тытса пынипе Елчĕкри ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Кăçалхи сезонра урхамахсем ăнăçлă ăмăртни вăл – малашнехи çитĕнÿсен никĕсĕ.

Юлашкинчен çакна каламалла. Красновсем (Егор, Алексей, Валерий), Кошкинсем (Николай, Леонид), Пыркинсем (Алексей, Николай, Александр), И.Кеметов, И.Вазюков тытакан урхамахсем лаша спорт шкулĕн никĕсĕ пулса тăма пултараççĕ. Çÿлерех асăннă лаша спортне юратакансем республикăра та ырă ятлă. Шăнкăртамра вĕсем çумне тепĕр çын М.Тухфетуллов хутшăнчĕ. Лаша спорчĕ ытти ялсенче те аталантăрах.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться