Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спартакиадăра – шкул ачисем

Шкул ачисен спартакиади малалла пырать. Унăн программипе килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи спортшкул залĕнче тĕп шкулсенче вĕренекен арçын ачасем баскетболла выляса тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăна Кивĕ Ахпÿрт шкулĕн команди йышăнчĕ. Ун хыççăнхи вырăнта – Анат Туçа шкулĕн çамрăк баскетболисчĕсем.

Шкул ачисен спартакиадин программинче шахмат ăмăртăвĕ те пур. Хальхи турнира сакăр шкулти çамрăк шахматистсем хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи спортшкул никĕсĕ çинче иртнĕ тупăшура Первомайски вĕрентÿ центрĕн команди çĕнтерчĕ. Ик-кĕмĕш вырăнта – Хирти Пикшиксем, виççĕмĕшĕнче – Алманчăсем.

Тĕп шкулсен ушкăнĕнче Кивĕ Ахпÿртсем вăйлăрах пулчĕç. Треньел шкулĕ иккĕмĕш вырăнта, Шăнкăртам шкулĕ – виççĕмĕшĕнче.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться