Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ШУПАШКАРТИ ЭКСКУРСИ

Треньелĕнчи хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ В.Рубцов пулăшнипе хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕ Шупашкарта экскурсире пулчĕ.

Малтанах Треньелсем Чăваш наци музейĕнче пулса унти паха экспонатсемпе паллашрĕç. Атăл хĕрринче уçăлса çÿренĕ хыççăн вăйă клубне кĕрсе боулингла вылярĕç. Унтан супермаркетсене кĕрсе курчĕç.

Каçхине Трактор тăвакансен Культура керменĕнче Чăваш академи драма театрĕн артисчĕн Григорий Федоровăн тата Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕн Дипендра Манин “Кĕр сăри” концертне пăхса савăнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться