Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шашка турнирне Ача амăшĕн кунне халалланă

Кирек мĕнле çын та хăйĕн ăсне, тавра курăмне, мехелне кура вăл е ку енĕпе çитĕнÿ тума пултарать. Çакăн валли пысăк кăмăл е ăнтăлу çеç кирлĕ.

Юратнă аннесен кунĕ çывхарнă май халăха социаллă хÿтлĕх паракан центрта сывлăх тĕлĕшĕнчен уйрăларах тăракан ачасемпе ятарласа шашкăлла тата дартсла выляссипе ăмăрту ирттернĕ.

Спорт тупăшăвне вунă ял тăрăхĕнчен 15 ача хутшăннă. Шашка турнирĕнче Е.Попов (Именкасси), П.Федотов (Патăрьел), Д.Артемьев (Çĕнĕ Ахпÿрт) палăрнă, дартспа И.Леонтьев (Красномайски), С.Иванов (Именкасси), С.Куданов (Çĕнĕ Ахпÿрт) чи ăста вылянă. Çĕнтерÿçĕсене пурне те тивĕçлипе хавхалантарнă.

Ăмăрту хыççăн ачасем “Паттăр” спорт комплексĕпе паллашнă. Çакăн хыççăн вĕсен спортпа тата ытларах туслашас туйăм çуралнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться