Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кил ăшшине туятăп

Çемьере эпир пиллĕкĕн: тетепе иксĕмĕр, аттепе анне тата асанне. Çапла вара çемьере виçĕ сыпăк килĕштерсе пурăнатпăр. Пирĕн çурт пысăк, кашнин уйрăм пÿлĕм. Кунсăр пуçне чылаях пысăк зал (ăна эпир хăна пÿлĕмĕ тетпĕр) пур.

Çурт çумĕнче хамăра валли пахча-çимĕç çитĕнтермелĕх пысăк мар çĕр лаптăкĕ. Унпа тухăçлă усă куратпăр. Эпир кил-тĕрешри ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлатпăр. Асанне çеç пирĕнпе хутшăнаймасть, вырăнпах выртать. Вăл ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Эпир ăна пурте хисеплетпĕр, юрататпăр.

Пирĕн çемьере пĕр-пĕрне сивĕ сăмахпа кÿрентересси йăлара çук. Асанне те, атте-анне те пире ыррине çеç вĕрентеççĕ. “Хăвна усал тăвакана та ырăпа тавăрма тăрăш”, – теççĕ вĕсем пире яланах. Хамăр çемье ĕçре тăрăшуллă, пĕр-пĕринпе çураçуллă, çынпа килĕшÿллĕ пулнăшăн эпĕ питĕ савăнатăп.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться