Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Харкашу пысăк инкекпе вĕçленнĕ

Республикăри Шалти ĕçсен министерствин сводкинче ноябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енре тĕрлĕ преступлени тунă фактсене шута илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ вăрă-хурахла ĕç тунипе çыхăннă. Сводкăна пирĕн район та çакланнă. Çак кунхине ирпе-ирех Ишлĕри 37 çулхи арçын тем сăлтавпа амăшĕпе хирĕçсе кайнă, ăна кăкăр тĕлĕнчен тата мăйĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. 68 çулти хĕрарăм ывăлĕн ирсĕр суранĕсенчен хăтăлайман, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Çын вĕлерекен ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Усал хыпар питĕ шухăшлаттарать: нивушлĕ амăшĕ çакăншăн ывăлне кăкăр парса ÿстернĕ, çитĕнтернĕ-ши?



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться