Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чун пулсан чул хушшинчен те çул тупать

Чун пулсан чул хушшинчен те çул тупать

Утаççĕ çынсем урампа...

Кашнин хăйне евĕр шăпа.

Умра тăсăлать вăрăм çул,

Курни, курмалли темĕн чул...

Хĕвел тухăç еннелле пăхакан виçĕ чÿречеллĕ йывăç çурта таçтан аякранах сăнама пуçларăм. Ачалăхăма аса илтерекенскер, темшĕн вăл çывхарнăçемĕн хăйĕн ăшă ытамне йыхравларĕ. Чунтан хыпăнса васкатăп унталла, шухăшăмпа тахçанах çула тухма тĕв тытнă çын патне çитме чĕре таппипе тан утатăп... Çанталăкĕ ăмăр пулсан та чунра ăшă кăмăл. Пурнăç паттăрĕпе (çаплах калас килет) тинех куçа-куçăн курнăçатăп-çке.

Вырăсла хапхан пĕчĕк алăкĕнчен картишне кĕрсенех тараватлăн пĕр хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Тахçан курса, пĕлсе тăракан çын пек çывăх калаçрĕ манпа. Шура тесе чĕнеççĕ ăна ахаль чухне. Ĕçре вара Александра Борисовна теççĕ. Тăрăнти Гавриловсен кинĕ, Вăрманхĕрри Шăхаль хĕрĕ. Тăхăр ачаллă йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Шурăна шăпа сăпкара çеç сиктермен. Вăйпитти хĕрарăм, икĕ ача амăшĕ çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнă. Халĕ вара вăл 35 çула яхăн вырăн çинче выртакан инвалид амăшне пăхать.

Евгения Иустиновна Анисимова 35-мĕш кĕркуннене вырăн çинче кĕтсе илнĕ. Апла пулин те 82 çулта та сăн-сăпатне çухатман кинемейĕн куçĕсем чĕп-чĕрĕ пăхаççĕ, витĕр кураççĕ-ха, икĕ ылтăн алли пĕр лăш курмасăр ĕçлет, çĕвĕ машинипе алса-калпак çĕлет, ачисемпе мăнукĕсем валли пĕр чарăнмасăр тенĕ пек алса-нуски эрешлесе çыхать. Эпир калаçнă хушăра та пански йĕпписене пĕрин хыççăн тепĕрне улăштарса çеç тăчĕ. Ахаль выртма юратмасть Евгень аппа. Алă çитнĕ таран кармашса темĕнле ĕç те пурнăçлать. Нуша тени çапла пурăнма, меслетлеме вĕрентнĕ.

Стройка ĕçĕнче сасартăк ÿксе çурăм шăммине амантнă хыççăн вырăн çумне яланлăхах çыхăнса ларнă хĕрарăм. Унăн чăтăмлăхне сăмахпа каласа та ĕнентерме çук. Тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнес, мухтанăçем мухтас килет пурнăç паттăрне! 47 çултанпа Евгения Иустиновна илемлĕ çуркунне курăк-чечек ешерсе папка çурнине те, ылтăн кĕркунне сарă, хĕрлĕ çулçăсем пăшăлтата-пăшăлтата йывăç çинчен вĕлтĕртетсе вĕçсе аннине те, çапса çăвакан шалкăм çумăра та, хĕллехи çил-тăмана та аякран, вырăн çинчен çеç курать. Чылай çут çанталăк пулăмне вара чĕрепе туять.

Амăшĕ аманнă чухне сак тулли ачаран тăватă ачи килтех пурăннă. Аслисем ăшă йăваран çунат хушса тухса кайнă хыççăн Коля çемьере чи шанчăклă тĕрев пулса юлнă. Вĕсем хыççăн Гальăпа Валя йĕкĕрешсем, Юрик, чи кĕçĕнни вара – Борис. Ултă çулта çеç пулнă вăл ун чухне. Анчах амăшне питĕ пулăшма тăрăшнă. Çемьери йывăрлăха пула лайăх сĕт паракан ĕнине сутса янă хыççăн Евгень аппа тÿрех ачисемшĕн качака туянтарнă. Анчах та ăна камăн сумалла-ха; Мăшăрĕн, Борисăн унсăр пуçне те хуçалăх ыйтăвĕ пайтах, килти ачисем пĕринчен тепри пĕчĕкрех;..

– Хамах сăватăп, туянса çеç парăр, – тенĕ Евгень аппа çирĕппĕн. Йывăрлăха парăнасшăн пулманах ĕнтĕ хĕрарăм. Ачисем вара савăнса кайсах качакана пÿрте илсе кĕме хăнăхтарнă. Пĕчĕк Борис “каçăр пиччене” кравать патне илсе пырса мăйракинчен тытса тăнă, амăшĕ ăна пĕшкĕнсе суса илнĕ. Кунне икĕ хутчен çапла выльăх пăхса чунне пусарнă вăл. Ачисем шкула кайсан вĕсен юратнă улма икерчине хатĕрленĕ. Вырăн çинчех чустине хунă, ăна хăй çумне хурса ăшăтнă, икерчине ывăс çинче унанă та пĕчĕк электрокăмакара пĕçернĕ. Ку çеç-и-ха; Амăшĕ ачисем унăн ăшшинчен ан сивĕнччĕр тесе урайне те меслетлесе çунă, япалисене те хăех ухнă... Калама кăна вĕт! Урăхла каласан кирек мĕнле чун пекех пурăнас тесе тапаçланнă. Мĕн пур йывăрлăха вăл Борис Еремеевич мăшăрĕпе тата чунтан юратнă ачисемпе пайланă. Кашни пепкинех мăшăрланнă чухне вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, инкек-синкексĕр пурăнма пил панă вăл. Шел, мăшăрĕпе икĕ ачи, кĕрÿшĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлни кинемее тата пушшех авнă. Халĕ вăл вырăн çинче чавсаланса çеç ларать, ĕçĕсене те çапла меслетлет. Евгения Иустиновна кашни çĕнĕ куна пĕр евĕр, выртса çеç ирттерет.

– Тăван-пĕтен, ачасем е мăнуксем килсен çав тери хĕпĕртетĕп. Çывăх çынсем килсен чăн малтан ман умма чĕркуçленсе ларса пехил, пил илеççĕ. Ырă сăмах пурне те çиттĕр. Никам та ман пек инкек курса çын аллине ан юлтăр. Сана та ман пурнăçпа кăсăкланса килнĕшĕн пехил, хĕрĕм. Малашнехи пурнăçу ăнса пытăр, – терĕ те Евгень аппа, чĕркуçленме ыйтрĕ, юн тымарĕсем йĕрлесе пĕтернĕ çинçе пÿрнеллĕ аллисене пуçăм çине хучĕ те чăн малтан “Çÿлти аттемĕр” кĕлле каларĕ, ун хыççăн ватăлла, тирпейлĕ пехил пачĕ. Тăван анне аллине аса илтерекен ăшă туйăм çÿлтен аялалла, ура тупанĕ патне çитичченех чупса анса кайрĕ... Сахалах мар вăхăт калаçса Евгень аппан хирĕçÿллĕ шăпине чĕре çывăхне йышăнса çитернĕскер, чăтаймарăм, инкек аллинчен хăтăлайман чирлĕ çынна шеллесе тухнă куççулĕме ун умĕнчех çине-çине сăмса тутрипе типĕтрĕм.

– Хуйхăм пуçа шуратрĕ, шăпаран шыва сиксе те хăтăлаймарăм, вырăн çинчех типрĕм, – кăмăлăма çавăрас тесе-ши, калаçăва малалла сыпăнтарчĕ ватă.

Çапла, Евгень аппан пурнăçĕнчи утса-чупса çÿренĕ тапхăрĕ те çăмăл иртмен. Вĕсем çинчен те вăл кĕнеке вуланă пек лайăх ас туса каласа пачĕ. 15 çултах, хĕр пулса çитĕнсе шăмшакĕ хытмасăрах хĕлĕн-çăвĕн Киря вăрманĕнче çитĕннĕ арçынсемпе тан вутă каснă, сыпăланă, кăларнă. Пĕчĕк бараксенчи тимĕр кăмака çумĕнче кунĕпе йĕпеннĕ тăла чăлхисем те типсе ĕлкĕреймен, кăнтăрла калăп евĕр хытса ларнă. Нормăна тултарас тесе ырми-канми, алă пăчăкă тытми пуличчен ĕçленĕ. Унсăрăн çăкăрне тăраниччен çимелĕх паман. Улатăр çывăхĕнче вăрман каснă чухне те çаплах нушаланнă. Каярахпа виçĕ çул торф кăларнă. Рабочисене ĕçленĕшĕн тăтăшах шалу тыттарман: е пусма-тавар, е хăмач çип панă. Хĕрупраç вĕсене тирпейлĕн пуçтарса пынă, çемьеллĕ пурнăç валли майĕпен тупра ха-тĕрленĕ.

Пÿрни пулсан хапха умнех килет, – теççĕ ватăсем. Торф кăларса килсен темиçе кунтанах пиçсе çитнĕ Евгене ял каччин Борисăн тăванĕсем çураçма килнĕ. Салтака каиччен каччăна ашшĕ-амăшĕ тем пекех кăштах тăхтама сĕннĕ. Юратнă чунсем уйрăласшăн пулман, туй тунă. Анчах телей тени ун чухне те хĕр куçĕнчен пăхса йăл кулман. Хальхи пек каласан, чап-чап уйăхĕ хыççăнах çамрăк упăшкана салтака илсе кайнă. Тăватă çул чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăл салтака. Çулталăкчен Ваня çуралнă. Ашшĕ таврăниччен вăл тем пысăкăш паттăр пулса кайнă. Каярахпа вара, çемье пурнăçĕ йĕркеленсе кайсан Шура, Мария, Миша, Коля ... умлă-хыçлă çуралнă. Паян ăна кукамай-асанне тесе ытамлакансем 21-ĕн! Пурте ăшă кăмăлшăн, тирпейшĕн, ылтăн алăшăн юратаççĕ. Çывăх вăхăтрах, акă, Шурăн хĕрĕ мăнук парнелĕ. Чи-чи кĕçĕн мăнукĕн ачи валли ват кукамăшĕ çемçе тÿшек айне парнине пытарса хума та ĕлкĕрнĕ-мĕн...

Пурнăç пăрнăçĕ кашни çыннăн тĕрлĕрен. Евгения Иустиновна Анисимовăн вăл никамăннипе те йĕкĕреш мар. Çавăнпа та тепĕр чухне хурланса хăйĕн юратнă юррине ĕнĕрлет:

– Атте лаша памарĕ,

Кÿлессинчен хăрарĕ пуль,

Турри телей памарĕ

Ыр курасран хăрарĕ пуль...

Кинемей мана та юрă çеммипех ăшшăн ăсатрĕ.

– Хам хĕр пекех туйăнтăн-çке, – терĕ вăл юлашкинчен аллине манăн алă çине хурса.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться