Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш эстрада юрăçисем Патăрьелсене савăнтараççĕ

Юлашки вăхăтра Патăрьелĕнчи кану центрĕнче умлă-хыçлах чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен концерчĕпе савăнтарчĕç. Нумай пулмасть сцена çинче Мария Горшкова, Сергей Павлов, Александр Васильев юрăçсен ушкăнĕсем пулчĕç. Хальхинче вара Патăрьелсемпе тавра ялсем Красноармейски чăвашĕн Владимир Леонтьев эстрада артисчĕн тата унпа пĕрле килнĕ ушкăнăн пултарулăхне пăхса хак пачĕç.

Тепĕр кунхине те районти культура çурчĕ пушă тăмарĕ. Районти чи-чи ăста артистсем 60-70-80 çулсенчи юрăсемпе савăнтарчĕç. Иртнĕ ăрури кĕвĕ-çемĕ фестивалĕ курма килнисене пурне те килĕшрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться