Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасене амăшĕн ăшши те кирлĕ

Райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссине Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи çак хĕрарăм пĕрремĕш хут та лекмен. Хальхинче те ăна пĕр сăлтавпа – çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани, тимлĕх парайманран чĕнтернĕ. Хĕрарăм пĕр шухăшсăр тенĕ пек Мускава вăрăм укçа тума тухса каять те ачисене вăрах вăхăта хăйсене çеç хăварать. Нивушлĕ çав пепкесен ыттисем пек анне ăшшине туйса ÿсес килмест-ши? Вĕсене шăпах халь тивĕçлĕ воспитани памалла-çке.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2008
00:00
Поделиться