Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăх-чĕрлĕхрен – пысăк тухăç

Ял хуçалăх производствинче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак йышра 440 выльăх-чĕрлĕх пăхакан тăрăшать.

Кăçал районти обществăлла секторти выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тесе çителĕклĕ апат хатĕрленĕ. Вăл кашни условнăй выльăх пуçне 26, 8 центнер апат единици тивĕçет.

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртсе кăçалхи тăхăр уйăхра мĕн пур ушкăнти хуçалăхсем 27588 тонна сĕт, 4615 тонна аш-какай туса илнĕ. Çакă вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан 7 тата 4 процент ытларах. Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче 16501 пуç ĕне-выльăх шутланать. Вăл шутра 8038 сăвăнакан ĕне, 14236 пуç сысна.

Тăхăр уйăхра районти обществăлла секторта 957 тонна аш-какай, 4805 тонна сĕт туса илнĕ. Çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аш-какайпа 8, сĕтпе 3 процент ÿснĕ. Аш-какай туса илессипе уйрăмах “Исток”, “Труд”, “Звезда”, “Первомайск”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем, сĕтпе “Батыревское”, “Исток”, “Звезда”, “Красное знамя”, “Труд”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем тухăçлă ĕçленĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа кашни ĕнерен районта 3207 килограмм сĕт суса илнĕ. Кăтарту иртнĕ çулхинчен 72 килограмм пысăкрах. Çав вăхăтрах хăш-пĕр хуçалăхсем районăн вăтам кăтартăвĕнчен те ытларах сĕт сунă. Сăмахран, вăл Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче 4918, “Батыревское” хупă акционерла обществăра 4357, “Исток” çĕр ĕç фирминче 3872, “Звезда” хуçалăхра 3758, “Красное знамя” кооперативра 3550 килограмм.

Уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çитĕнĕвĕсем пушшех те пысăк. “Труд”, “Звезда”, Ленин ячĕллĕ, “Исток” хуçалăхсенчи ĕне-выльăх самăртнă çĕрте ĕçлекенсем талăкне вăтамран пĕр килограмм ытларах, сыснасене 370-570 грамм ÿт хуштарса пыраççĕ. Çакă чăн малтанах выльăхсене Голланди çĕр-шы-вĕнчи малта пыракан технологипе усă курса белокпа витаминлă минерал хутăшĕпе апатлантарнинчен килет. Сыснасене “Красное знамя”, “Звезда”, “Труд” кооперативсенче, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче “Провимипе”, ĕнесене “Фелуцин”, “Кладезь” тата ытти хутăшсемпе апатлантарни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, производствăна ÿстерме май парать.

“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртсе районта выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкцилес, модернизацилес ĕç ăнăçлă пулса пырать. Хальхи вăхăтра ĕне витисене реконструкцилесе, çĕнетсе сĕт пăрăхĕсем тата ытти оборудованисем вырнаçтараççĕ.

Кĕтĕве çамрăклатасси те хуçалăхсенче тĕп ыйтусенчен пĕри. Районти ăрат ĕнепе ĕçлекен фермăсем ку тĕлĕшпе çине тăрса тимлеççĕ.

Уйрăм çынсем килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илесси те ăнăçлă пулса пырать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем халăха çулталăк пуçланнăранпа 2920 пуç сысна çури сутнă.

Районта пыл туса илес ĕç те ăнăçлă пулса пырать. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче 880 вĕлле хурчĕн çемйи. Тăхăр уйăхра 13, 2 тонна сиплĕ пыл туса илнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2008
00:00
Поделиться