Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни çурт умĕнче тирпей-илем пултăр

Юлашки çулсенче районти чи пысăк ялти – Шăнкăртамри урамсем, кил-çурт умĕсем чылай тирпейленчĕç, капăрланчĕç. Анчах хăш-пĕр уйрăм кил умĕсенче тирпейпе хăтлăх çав-çавах çитмест-ха. Урамра тĕрлĕрен строительство материалĕсем сапаланса выртаççĕ тата ытти те пур. Райадминистраци çумĕнчи адмкомисси çак сăлтавпа Ф.Хайбуллова, И.Билалов, Н.Амерханов, Ф.Юсупов, М.Рекмеев, М.Асеинов, К.Аттаказов, Р.Сейфутдинов, Н.Сабинов, Н.Рекмеев, И.Калайбашева кил хуçи ĕçĕсене пăхса тухнă, административлă право йĕркине пăхăнманшăн пурне те саккунпа килĕшÿллĕн штраф тÿлеттернĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2008
00:00
Поделиться