Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăм-вулавçăсем – кулинари тĕнчинче

Треньелĕнчи библиотекăра çак кунсенче хĕрарăм-вулавçăсемпе кăсăклă, ача амăшĕсемшĕн, çемьешĕн усăллă мероприяти йĕркеленĕ. Чăн малтанах вулавăш заведующийĕ П.Логунова тутлă апат-çимĕç ха-тĕрлессипе çыхăннă кулинари тĕнчин вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă. Ун хыççăн вулакансем пĕрин хыççăн тепри сăмах илсе усăллă калаçăва сыпăнтарнă. Е.Сорокина тутлă торт хатĕрлемелли, Т.Логунова кăпăшка кукăль пĕçермелли йĕркепе, З.Мясникова, О.Лепешкина, Н.Семенова, А.Муськина, Л.Михайлова, Л.Суркова, П. Логунова пахча çимĕçе хĕле хатĕрлемелли рецепчĕсемпе паллаштарнă. Мероприяти пурин кăмăлне те кайнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2008
00:00
Поделиться