Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш халăх юрри – чун парни

Чăваш эстрада çăлтăрĕ Владимир Леонтьев куракансен кăмăлне чăннипех те тивĕçтерме пултарать. Çамрăксем валли юрату юррисем шăрантарать, аслăрах çулхисене пурнăç, шăпа пирки юрласа савăнтарать. Çавăн пекех вăл йĕркеленĕ концертсем ташăран та пуян.

Эстрадăра Владимир Леонтьев ячĕ пĕрремĕш хут 1999 çулта илтĕннĕ. Вăл Петр Романов композиторăн концертĕнче “Ах, пĕлмен-çке хĕр чухне” юрра шăрантарнă. Çак çулах “Тапăртатса тăрать тур лаши” чăваш халăх юррипе клип ÿкернĕ. 2000 çулта çамрăк юрăç куракансене пуçласа хăйĕн концертне пуçтарнă.

Хальлĕхе Владимирăн 6 клип. Çитес вăхăтра вăл вĕсен йышне тата ÿстересшĕн. В.Леонтьев ытларах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕннĕ поэтсен пултарулăхне кăмăллать. В.Рыбкин, Р.Сарпи, А.Юрату сăввисемпе О.Кăйкăр, И.Аркадьев, С.Марков тата ытти композитор кĕвĕленĕ юрăсене юратса шăрантарать. Сăмах май, хăй те юрăсем çырать. Хальлĕхе вăл 18 хайланă. Чăваш телекуравĕн фондĕнче 58 юрă упранать.

Владимир Леонтьев гастрольпе республикăри районсене çеç мар, аякри чăвашсем патне те çитет. Çавăн пекех çулсерен Шупашкарта 3-4 концерт йĕркелет. Чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Владимир хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле куракансене Патăрьелĕнчи культурăпа кану çуртне кĕрекене пуçтарать. Çамрăк юрăç пултарулăхне кăмăллакансем тĕп хуламăра каймасăрах юрă-ташăпа киленме пултарĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2008
00:00
Поделиться