Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Учительсем–уявра

“Хĕвеллĕ” уçланкăра районти учительсем хăйсен професси уявне паллă тунă. Çак ятпа педагогсене район пуçлăхĕ Н.Глухов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ, академик, хамăрăн ентеш Л.Кураков, районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Осипов саламланă.

Уявра районти вĕрентÿ учрежденийĕсен, уйрăм коллективсен ĕç итогĕсене пăхса тухнă, чи тивĕçлисене Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе чысланă.

Педагогсен уявне “Евгения” ташă ушкăнĕ пысăк сĕм панă, хитрелĕх кÿнĕ, чăваш эстрада артисчĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.

Ылтăн кĕркуннен пĕр кунĕ учительсене кунĕпех ырă кăмăлĕпе савăнтарнă. Кĕр мăнтăрĕпе хатĕрленĕ пуян уяв сĕтелĕ йĕри-тавра тăрса пурте пĕрле вĕри чей ĕçнĕ, апатланнă хыççăн тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Уявра рысаксен тупăшăвĕ те пулнă. Кÿршĕ районсенчен, Тутар республикинчен килнĕ урхамахсем учительсен уяв сĕмне тата ытларах пуянлатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 октября 2008
00:00
Поделиться