Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Призыв пуçланчĕ

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Салтака каякансем çар службинче çулталăк пулĕç. Призыв тапхăрĕ раштавăн 31-мĕшĕччен пырать.

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссариатĕнче çамрăксене çар службине илес енĕпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ларăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă. Çак призыв тапхăрĕнче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи 140 çамрăк çар ретне тăмалла. Вăл шутран 80-шĕ пирĕн районтан. Çамрăк ашшĕсемсĕр пуçне малашне ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсен упăшкисене те, ватă çынсен ачисене те çара илеççĕ. Ялта ĕçлекен врачсемпе учительсем валли те çăмăллăх çук. Çавăн пекех пушар хуралĕн, ШĔМ, УИН, Патшалăх наркоконтролĕн тата таможня учрежденийĕсенче ĕçлекен е вĕренекен çамрăксен те “отсрочка” пулмĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 октября 2008
00:00
Поделиться