Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеш – чемпион

Пирĕн ентеш, Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ, халĕ Ульяновск хулинче пурăнакан З.Якушев грекла-римла кĕрешессипе ветерансем хушшинче тĕнче чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Ăмăрту Пермь хулинче иртнĕ. 63 килограмлă 35-40 çулсенчисем хушшинче пирĕн ентеше çитекенни пулман. Зуфар Якушев грекла-римла кĕрешессипе Ульяновск облаçĕн аслă тренерĕнче вăй хурать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 октября 2008
00:00
Поделиться