Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анлă лару xел тутă та, ăшă та пултăр

Тунтикун, октябрĕн 6-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕн ертÿçисен, ял тăрăх пуçлăхĕсен, предприятипе организаци руководителĕсен анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă.

Ларури тĕп тема – районти организаци-предприятисенче, учрежденисенче, ытти çуртсенче хутмалли тапхăра ăнăçлă пуçласси. Çак тĕллевпе район пуçлăхĕ маларах ятарлă постановлени те кăларнă. Урамри вăтам температура сакăр градусран та аяларах пулнăран сентябрĕн 19-мĕшĕнченех шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче, больницăсенче ăшă янă. Хальхи вăхăтра ытти объектсене хутмалли тапхăр çине куçарас ĕç пырать. Çавна май котельнăйсене хатĕрлеççĕ, газпа хутма лимит илеççĕ, резерва топливо хатĕрлеççĕ тата ытти те. Ларура район пуçлăхĕ Н.Глухов çак ыйтусене çивĕчлетнĕ, хĕллехи тапхăра хатĕрленме васкаман ертÿçĕсене критикленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 октября 2008
00:00
Поделиться