Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçкĕпе вилĕм хушши кĕске

Патăрьел район сучĕ Ишлĕре пурăннă Валерий Ларев ĕçне пăхса тухнă.

Çуркунне В.Ларев, эрехпе хĕрнĕскер, Раççей Конституцийĕн 25 статйине пăсса Ишлĕри Л.Г.Михайлова çуртне çăрана кăларса кĕнĕ. Çав çĕрлех вăл Михайловăпа хирĕçме тытăннă, хĕнесе те пĕтернĕ, хытах амантнă, вĕлерессипе те хăратнă.

Кăçалхи майăн 31-мĕшĕнче В.Ларев каллех Л.Михайловăпа çапăçу пуçланă. Çиллине шăнараймасăр хĕрарăма мăйĕнчен çĕçĕпе темиçе хут каснă, вилмеллех амантнă. Темиçе минутран Л.Михайлова пурнăçран уйрăлнă.

Суд ĕçе тĕплĕн тишкерсе тухнă, чылай свидетельрен ыйтса пĕлнĕ.

В.Ларев маларах та судпа айăпланнă пулнă. Çавна май суд, пĕтĕм фактсене шута илсе, В.Ларевăн ирсĕр ĕçне Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 139-мĕш, 116-мĕш, 119-мĕш, 105-мĕш статйисемпе хакланă. Унсăр пуçне преступление юри шутласа туни те палăрнă. Çапла вара суд В.Ларева 12 çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă.

Патăрьел район сучĕ çын вилнипе çыхăннă тепĕр ĕçе те пăхса тухнă. Ку инкек õ кăçалхи июньте пулнă.

Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан Алина Леонидовна Цветкова ÿсĕр пуçпа тата хирĕçсе кайса А.В.Фадеева кăкăртан çĕçĕпе чикнĕ. Суран йывăррисен шутне кĕрет. А.Фадеев йывăр сурана пула вилнĕ.

Суд А.Цветковăн айăпне çирĕплетсе панă, çав вăхăтрах вăл хăйĕн преступленийĕ пирки хăйĕн ирĕкĕпе пĕлтернине шута илнĕ.

А.Цветкова преступленийĕ тăрăх суд чылай свидетеле тĕпченĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех унăн айăпне уçса панă. Суд вара унăн ĕçне Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 105-мĕш статйипе хакланă, ăна 7 çул та 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтармалла тунă.

Мĕн çинчен калаççĕ-ха çак хăрушă преступленисем; Ку чăнлăха пиншер хут каланă, вĕсен сăлтавĕ – ĕçкĕ. Вăл ырă патне илсе пыманнине кашниех пĕлет, анчах ун серепине кĕрсе ÿксе йăнăш тăвасран сыхланакан сахалрах.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 октября 2008
00:00
Поделиться