Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăклăх– сывă пурнăçшăн

Чăваш Республикинче 2008 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен “Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” акци иртет. Вăл Патăрьел районĕнче те пуçланчĕ. Акци çирĕп планпа пулса пырать. Мĕнлерех мероприятисем йĕркелесе ирттерме палăртнă-ха унта?

Октябрĕн 1-мĕшĕнче вĕренÿпе çыхăннă учрежденисенче Сывлăх урокĕсем иртнĕ. Вĕсене медицина ĕçченĕсем йышлăн хутшăннă. Шăматкун Учитель кунне халалласа массăллă спорт ăмăртăвĕсем пулнă. Вĕсенче, тĕпрен илсен, районти шкулсенче ĕçлекенсем тупăшнă. Çавăн пекех тыр-пул пухса кĕртнĕ ятпа лаша спорчĕн ăмăртăвĕ те кăсăклă иртнĕ. Унта хамăр районтан çеç мар, кÿршĕ районсенчен те урхамахсем чупнă.

Районта “Эпир хăрушлăхсăр тĕнчешĕн” темăпа ÿкерчĕксен конкурсĕ пуçланчĕ. Унта кирек кам та хушăнма пултарать. Ÿкерчĕксен асăннă темăпа тачă çыхăнса тăмалла.

Спорт ăмăртăвĕсем татах та ирттерме палăртнă акци планĕнче. Çывăх вăхăтрах тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш Енрен тухнă пĕрремĕш тĕнче рекордсменки Александра Деверинская парнисемшĕн кросс, Н.И.Кузьмина асăнса волейбол турнирĕ пулмалла. Вĕсене Первомайскинче йĕркелеме пăхнă. Сĕтел çинче теннисла выляса шкул ачасем хушшинче мала тухмалли ăмăрту, район пуçлăхĕн парнисемшĕн çăмăл атлетсен эстафети, шкул ачисен шахматла тата баскетболла выляса мала тухмалли турнирĕсем, уйрăм çынсен шашка чемпионачĕ, ача-пăча спорт шкулĕн никĕсĕ çинче Ф.П.Моисеева асăнса пукан йăтакансен турнирĕ, ял тăрăхĕсен спартакиада программипе иртекен волейбол турнирĕ, пиçиххирен тытса кĕрешекенсен Патăрьел районĕн уçă чемпионачĕ кĕтеççĕ спортпа физкультурăна юратакансене. Армспорт енĕпе район чемпионачĕ тата мала тухмалли ăмăртусем те пулĕç.

Акци вăхăтĕнче çамрăксем йĕркене пăсасран асăрхаттару мероприятийĕсем йышлă йĕркелеме палăртнă. Ашшĕ-амăшĕпе педагогсем каçсерен патрульре çÿрессине вăйлатасшăн. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче право йĕркине сыхлакан органсенче, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе чылай тĕл пулу иртĕ.

Акци программипе “Çамрăксем пирус туртнине хирĕç”, “Пируса çул çук! Сывлăха – анлă çул!” мероприятисем пулмалла. Наркотиксене хирĕçле ÿкерчĕксемпе плакатсен конкурсĕ, профилактикăллă программăсен конкурсĕ, “Сиенлĕ йăласем пĕтчĕр” темăпа реклама сăввисен конкурсĕ анлăн та витĕмлĕн иртессе шанас килет.

Паллах, акци вăхăтĕнче шкулсенчи ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче наркологи пĕлĕвĕсене анлăн сарса тарăнлатас, ăс-тăна начар витĕм кÿрекен япаласемпе усă курасран асăрхаттарас ыйтусем чи кирлисен шутĕнче пулĕç.

Ачасене хушма пĕлÿ парас енĕпе ĕçлекен центр никĕсĕ çинче “Сывлăхлин пурте сывă” темăпа сцена çинчен агитацилекен программăсен конкурсĕ иртмелле. Ăна СПИДпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна халаллаççĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи тематика каçĕсем, диспутсем, калаçусем, викторинăсем, класс сехечĕсем, çавра сĕтелсем, кĕнеке куравĕсем, ĕçлĕ вăйăсем, лекцисем, тренингсем – пурте тенĕ пекех сывă пурнăç йĕркипе çыхăнĕç.

Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕ ноябрьте “Ачасемпе çамрăксен хушшинче наркоманирен асăрханмалли психологиллĕ-педагогикăллă меслетсем” темăпа семинар, сывă пурнăç йĕрки мĕнле шайра пулнине пĕлмешкĕн ыйтăм ирттерет.

“Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” акци вăхăтĕнче ытти тĕрлĕ мероприяти те йĕркелеме пăхнă. Чи кирли вара – вĕсен витĕмлĕхĕ çÿллĕ шайра пулни. Çавăн пекех акцие çамрăксемпе шкул ачисене анлăрах явăçтарма кашни яваплă çыннăн тăрăшмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 октября 2008
00:00
Поделиться