Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юн çаврăнăшĕн чирĕпе ытларах вилеççĕ

Çынсем тĕрлĕ сăлтавпа пурнăçран уйрăлаççĕ. Анчах çакна та палăртмалла. Вилекенсенчен ытларах пайĕ – 37, 3 проценчĕ – юн çаврăнăшĕн чирĕпе аптăранăскерсем. Сывлăш çулĕн чирĕпе нушаланса вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнисем 11, 7. Хальтерех пĕр-пĕр чирпе сасартăк вилнисем 8, 2, тĕрлĕрен суранпа ĕмĕрне татнисем 7, 8 процент.

Асăннă чирсен ушкăнĕнчен юн çаврăнăшĕн чирĕпе пулнă инкексем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 4, 8 процент ÿснĕ. Вĕсенчен 11, 7 проценчĕ вăйпитти, ĕçлесе тăракан çынсем. Ытларах çак чирĕн сăлтавĕ чĕре япăх ĕçленипе çыхăннă. Çавăнпа та этемшĕн чи кирлĕ органа упрас, ĕмĕре вăрăмлатас тесе кашни çыннăн тăрăшмалла, сывлăха çирĕплетмелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2008
00:00
Поделиться