Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветерансем – редакцинче

“Авангард” хаçатпа типографинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем ваттисен кунне редакцинче паллă турĕç. Пуçтарăннисем малтанах кашни пÿлĕме кĕрсе хаçатçăсене хăйсем ĕçленĕ самантсемпе паллаштарчĕç, çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕннине палăртрĕç. Малалла тĕл пулу сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Хаçатăн тĕп редакторĕ З.Александрова редакцин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Ветерансем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2008
00:00
Поделиться