Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шалт тĕлĕннĕ ватăсем

Тĕнчери ватă çынсен кунĕ умĕн район пуçлăхĕ Н.Глухов хăйĕн канашçисемпе, район администрацийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисемпе тĕл пулнă. Николай Иванович ветерансене уяв ячĕпе саламланă май район ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех пухăннисене районти пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи, район пуçлăхĕн канашçи Г.Чинахова та çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх суннă.

Кайран район пуçлăхĕ вĕсене строительство объекчĕсене çитсе курма сĕннĕ. Патăрьелĕнче тăвакан стадионпа, Шăнкăртамра çĕкленекен шкулпа, мечĕтпе паллашнă хыççăн ватăсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ (ÿкерчĕкре). Кермен пек çуртсем хăйсен капăрлăхĕпе таврана илем кÿреççĕ. Чăнах та Патăрьелпе Юхма ен тăрăхĕ юлашки çулсенче палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2008
00:00
Поделиться