Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Курав иртнĕ

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центрта районти ваттисен çурчĕсен çумĕнчи пахчасенче çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукцийĕсен куравĕ иртнĕ. Малтан ватăсем пахча çимĕçрен тĕрлĕ япаласем ăсталаса çынна тĕлĕнтерме те шутламан. Анчах каскаласа, унта-кунта çыпăçтарса пĕр çĕре пуçтарсан, юмахри калăпсем куç умне тухсан шур сухалсемпе кинемейсем ача пекех савăннă.

Курава пĕтĕмлетсен Турханти ветерансемпе инвалидсен çуртĕнче пурăнакансен ĕçĕ чи лайăххи тесе палăртнă. Вĕсене хисеп хучĕ тата парне парса чысланă. Çавăн пекех ыттисене те тав çырăвĕ тата тĕрлĕ призсем панă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2008
00:00
Поделиться