Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни ялтах ТАКСОФОН

Пурнăç вăл нумай-нумай хутшăнуран тăрать. Çынсем куçа-куçăн калаçнисĕр пуçне паянхи çыхăнăвăн тĕрлĕ мелĕсемпе туллин усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра анлă сарăлнисенчен пĕри вăл чăн малтанах кĕсье телефонĕ, килти телефон, интернет çыхăну. Темиçе çул каялла çеç-ха пейджерсем модăраччĕ. Паян вара тата “ВолгаТелеком” уçă акционерла обществăн таксофонĕсемпе универсаллă çыхăну çăмăллăхĕпе усă курма май пур. “Универсальная услуга” федераллă программăпа килĕшÿллĕн хĕрлĕ тĕслĕ таксофонсене пирĕн республикăра иртнĕ çул вырнаçтарма пикеннĕ. Çак универсаллă çыхăну курупкине кашни ялтах çапса хунă. 56 точкăра усă курма пулать унпа.

Çыхăну тĕнчери кирек хăш кĕтесе те çăмăллăнах илсе çитерет. Кĕсье телефонĕпе çумăрлă та çиçĕмлĕ çанталăкра калаçма сĕнмеççĕ пулсан, таксофон ку тĕлĕшпе те питĕ шанчăклă-мĕн. Кĕсьере укçа та, тÿлев карти те пулмасан çыхăну операторĕ урлă (8-121 номерпе тухмалла) чĕнтерсен абонент шучĕпе те калаçма пулать.

Таксофонăн тата тепĕр лайăх енне те палăртса хăвармалла. Васкавлă пулăшу службин номерĕсене (01 – пушар хуралĕ, 02 – милици, 03 – васкавлă пулăшу, 04 – газ служби) талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тÿлевсĕр чĕнсе илме пулать. Çыхăну картине вара “ВолгаТелеком” çыхăну уйрăмĕсенче туянма пулать.

Универсаллă çыхăну çăмăллăхĕпе хастар усă куракансенчен пĕрисем – Алманчăсем. Иртнĕ эрнере вĕсен çыхăну опычĕпе паллашма республикăри çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ С.Захаров, “ВолгаТелеком” филиалăн директорĕ С.Челяков, Чăваш Республикинчи “ВолгаТелеком” Патăрьелĕнчи МУЭС начальникĕ И.Соловьев, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, çыхăну енĕпе явăçнă ытти нумай çынсемпе республикăри журналистсен пысăк ушкăнĕ çак ялта пулса халăхпа калаçрĕç, таксофонпа мĕнле усă курнипе паллашрĕç.

–Пирĕн ялти кашни урама асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Таксофон çăмăллăхĕпе усă курма кирек хăçан та йывăрлăхсăр çитме пулать. Ял халăхĕ çакăн пек хушма çыхăну хатĕрĕ лартса панăшăн питĕ кăмăллă, – хăйсен шухăшĕ пирки кĕскен каласа пачĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Г.Фомин.

Юлашкинчен ĕçлĕ делегаци районти çыхăну çуртĕнче пулса кунти лару-тăрупа паллашрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2008
00:00
Поделиться