Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăмăлтан савăнчĕç

Палăртнă вăхăта Сăкăтри культура çуртне тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Уява ял тăрăх пуçлăхĕ В.Кузнецов уçрĕ, хисеплĕ аслă аппа-пиччесене ăшшăн саламларĕ.

Ваттисен кунне халалланă савăнăçлă мероприятие райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Т.Полякова, “Красное знамя” кооператив ертÿçи П.Никифоров, шкул директорĕ И.Медведев, “Родник” ясли-сад заведующийĕ Н.Нрти, офис врачĕ Н.Сулагаева хутшăнчĕç, пурте ватăсене саламласа ырă сăмахсем каларĕç, вĕсене вăрăм кун çул, канлĕ пурнăç сунчĕç.

Уявăн иккĕмĕш пайĕ – юрă саламĕ – пурин кăмăлне те ирĕке ячĕ, чуна çĕклерĕ.

Ăш пиллĕ калаçу шкул столовăйĕнчи çавра сĕтел йĕри-тавра малалла тăсăлчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2008
00:00
Поделиться