Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватăсене–кулленхи тимлĕх

Патăрьел районĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне анлăн паллă тăвасси йăлана çирĕп кĕчĕ. Çак куна правительствăсемпе обществăн ватă çынсем пирки тимлĕхне ÿстерес тĕллевпе ООН Генеральнăй Ассамблейи 1990 çулхи декабрьте çирĕплетнĕ. Ватă çынсем пирки тăрăшасси Патăрьел район администрацийĕн ĕçĕнче пысăк вырăн йышăнать.

Хальхи вăхăтра районта 12 пине яхăн пенсионер пурăнать. 9 пинĕ ытла ватлăхпа пенси илсе тăрать. Вĕсене социаллă пулăшу парасси Раççей Федерацийĕн “О ветеранах”, “О социальной защите инвалидов в Российской Федерации”, “Чăваш Республикин “О социальной поддержке тружеников тыла военных лет, ветеранов труда Чувашской Республики”, “О социальной поддержке реабилитированных лиц и лиц, признанных пострадавшими от политических репрессий” саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне хатĕрленесси Патăрьел районĕн пуçлăхĕ кăларнă йышăнупа пулса пычĕ. Ăна пурнăçланă май социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем ял тăрăх администрацийĕсенче ĕçлекенсемпе пĕрле ватă çынсем мĕнлерех пурăннине тишкерсе тухрĕç. Уйрăмах хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленни çине тимлĕ пăхрĕç. Çавна май питех нушаллисене вутă-шанкă, пахча çимĕç, çĕр улми хатĕрлеме пулăшнă.

Предприятисемпе организацисем, учрежденисем, хăйсем мĕнле харпăрлăхра пулнине пăхмасăр, ватă çынсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç е ирттереççĕ. Ватăсене концертсемпе савăнтарчĕç, тутлă апат-çимĕçпе сăйласа уяв туса параççĕ. Тĕрлĕ йышши ыркăмăллăх акцийĕсем иртеççĕ. Планра ветерансен организацийĕсен активисчĕсемпе район пуçлăхĕн тĕл пулăвĕ те пур.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе ĕçлеме пултарайман, пĕччен пурăнакан, сахал тупăшлă аслă çулхи çынсене – пурĕ 114 пенсионера – ардеслă социаллă пулăшу параççĕ. Ку тĕллевпе РФ Пенси фончĕ района 126 пин тенкĕ ытла уйăрса панă. Уяв кунĕсенче 80 çул тул тарнă тата аслăрах граждансене килĕрен çÿресе чыслама палăртнă. Кун пеккисем 1770 çын. Вĕсем патне райадминистраци, ял тăрăх представителĕсенчен, предприятисемпе организацисен ертÿçисенчен йĕркеленĕ ушкăнсем пыраççĕ.

Ватă çынсен кунне хатĕрленнĕ май Социаллă тивĕçтерÿ центрĕнче шашка-шахмат турнирĕ ăнăçлă иртрĕ. Çавăнтах ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăха пурăнакан çуртсенче çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе чечексен выставки ĕçлет. Хальхи вăхăтра районта ун пек çуртсем 4, килте тивĕçтерекен уйрăмсем 3 пур. Килте кăна 180 пĕччен ватăна тивĕçтереççĕ. Социаллă тивĕçтерÿ уйрăмĕ кăçал кăна 2784 гражданина тĕрлĕ енлĕ пулăшнă. Кăçалхи 9 уйăхра 17 ватă çынна реабилитаци центрне кайма тÿлевсĕр путевка панă.

Уяв кунĕсенче ватăсем Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра ĕçлекен “Эпир мĕншĕн чирлетпĕр, мĕнле сипленмелле” куравпа паллашаççĕ. Патăрьел районĕн тĕп больници ватă çынсене тивĕçтерес тĕлĕшпе Уçă алăксен вунă кунлăхне ирттерет. Уяв умĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче вăхăтлăх çуртсенче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслерĕç. “Çăл куç” реабилитаци центрĕнче те ватă çынсемпе куллен тимлеççĕ. Кăçал кăна кунта 412 ватă сипленнĕ.

Ырă ĕçсен çулталăкĕ пынă май районта тимуровецсен юхăмне вăйлатассипе те пысăк ĕç тунă. Вĕсем пулăшакан ватăсен хисепĕ ÿссех пырать. Кăçал 457 ватта пахча çимĕç пухса кĕртме, 202 ватта кил картине тирпей-илем кĕртме пулăшнă.

Шкулсенче вĕренекенсем ватă çынсемпе тĕл пулсах тăраççĕ. Ку ĕçе малалла та тăсма палăртнă.

Ватă çынсемшĕн тăрăшасси уяв кунĕнче çеç мар, ытти вăхăтра та пулса пырĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 октября 2008
00:00
Поделиться