Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Транспорт хуçисен йĕркене пăхăнмаллах

Районта килти хуçалăхра автомототранспорт тытакансен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Ку вăл, паллах, чăн малтанах ял çыннин пурнăç условийĕ лайăхланса пынине кăтартать. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Юхма тăрăхĕнче уйрăм çынсенчи вунă пине яхăн техникăна шута илнĕ. Ку вăл кашни 4-5 çын пуçне пĕр техника пулать.

Картишĕнче е гаражра автомашина кĕрлесе ларни пурне те лайăх. Анчах та кирек мĕнле пулсан та техникăна тытассипе çыхăннă йĕркене, саккуна пăхăнасах пулать. Вĕсенчен чăн малтан транспортшăн налук тÿлессине манмалла мар. Шел пулин те çак ĕçе ăнлансах е манса кайса вăхăтра налук тÿлеменнисем районта йышлах пуçтарăнаççĕ. Пĕрлехи рейд вăхăтĕнче вара вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе куçа-куçăн калаçмах тиврĕ.

Паянхи куна транспорт налукне сĕмсĕррĕн тÿлемесĕр вăхăта вăраха тытса пыракансем 191 çын. Районти суд приставĕнче вĕсем пирки 182 пин тенкĕлĕх тÿлев хучĕ выртать.

Хăш-пĕр ăнлануллă вырăнта ĕçлекен çынсемех транспорт тата ытти налуксене тÿлемесĕр вуншар пине те çитернĕ. Патăрьелĕнчи Г.Поляков, Шăнкăртамри М.Карама тата ытти юлташсем тарса çÿренипе, вăхăта тăснипе налукран хăтăлăпăр теççĕ-ши;

Тикешри Н.Туктанова вара налукçăсем те, суд приставĕсем те кăтартнă адреспа шыраса тупаймаççĕ. Транспорт налукĕ пуçтарăнса пени хушăнса пырать.

Рейд бригади Тикешре транспорт налукĕнчен пăрăнса çÿрекен транспорт хуçисем патĕнче те пулчĕ, пуринчен те кирлĕ суммăна шыраса илчĕ.

Автомашина тытакан уйрăм çыннăн та, юридика пĕлтерĕшлин те çулталăкне пĕр хутчен, саккунпа килĕшÿллĕн апрелĕн 1-мĕшĕччен транспорт налукне тÿлемелле. Çак йĕркене пăсакансене вара уйрăм çынсене 1-10 пин таран, вырăнта ĕçлекенсене 10-30 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Çавăнпа та хаклă йышши машина тата хакла ан лартăр тесен çулсеренех налукпа вăхăтра татăлмалла.

Рейд бригади: Э.САХАРОВА, налук службин специалисчĕ; В.ХВОСТОВА, районти суд приставĕн исполнителĕ; С.ГОРШКОВ, районти ГИБДД инспекторĕ; А.ЕГОРОВА, райхаçат сотрудникĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 октября 2008
00:00
Поделиться