Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕсье телефонĕпе çыхăннă профилактика ĕçĕ

Юлашки çулсенче çынсем кĕсье телефонĕпе питĕ анлăн усă кураççĕ. Ватти те, вĕтти те калаçать çак çыхăну хатĕрĕпе. Çав вăхăтрах телефонсене çухатакансем те, ăна вăрлакансем те йышлă. Телефонпа çыхăннă преступлени тăвассине сахаллатас, вăрланă тавара сутассине чакарас тĕллевпе районта авăнăн 17-24-мĕшĕсенче “Телефон” оперативлă-профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Операцие райшалĕçпайĕн 70 процент сотрудникне явăçтарнă. Мероприяти вăхăтĕнче телефон сутакан виçĕ суту-илÿ кĕтесне тĕрĕсленĕ, вĕсенче документсăр ултă телефон сутнине тупса палăртнă.

Оперативлă шырав тапхăрĕнче Хирти Пикшикри пĕр çынран çыхăну хатĕрне илнĕ. Халĕ унăн хуçине тупассипе ĕçлеççĕ.

Операци вăхăтĕнче тăхăр такси автомашина водителĕсен телефонĕсене тĕрĕслеме илнĕ, иккĕшĕнпе уголовлă ĕç пуçланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 октября 2008
00:00
Поделиться