Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсем те витĕм кÿреççĕ

Вырăнта урамри, кил-çурт таврашĕнчи илемшĕн, хăтлăхшăн, тирпейлĕхшĕн “халăх тарçисем”-депутатсем те яваплă. Турхан ял тăрăхĕнче халăх суйланă çынсем çакнашкал ĕçсене хастар хутшăнаççĕ.

Иртнĕ эрнере, акă, вырăнти администрацин центрĕнче яла тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пысăк субботник йĕркеленĕ. Çак кун С.Манзуркин ял тăрăх депутачĕ автотраспортпа пулăшнипе ятарлă мар çÿп-çап тăкмалли туса янă вырăнсене тасатнă, тирпейленĕ. Кĕрхи субботника ял тăрăх, культура учрежденийĕн, врач амбулаторийĕн ĕçченĕсем, ытти ял халăхĕ хутшăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 октября 2008
00:00
Поделиться