Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Автобус шучĕ ÿсет

Чăваш Республики тата 10 шкул автобусĕпе пуянланнă. Вĕсем “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килнĕ. Хальхи автобуссен сăн-пичĕ улшăннă. Унчченхи пек сăмсаллисем мар, “пазиксем”. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх Курганри заводра шкул автобусĕсене кăларма пăрахнă.

Анчах Курган машинисем те çĕмĕрĕлсен ахаль лармĕç. Предприяти вĕсене унчченхи пекех сервис тивĕçтерĕвĕ парса тăрать. Çĕнĕ ПАЗ-сем 22 вырăнлă. Унпа ачасене илсе çÿреме кирлĕ хăрушсăрлăх япалисем вырнаçтарнă. Автоматика хăвăртлăха сехетре 60 километртан ирттермест. Автобус хакĕ пысăкрах – 830 пин тенке яхăн. Октябрьте Чăваш Ен ачисене турттарма тата 20 “ГАЗель” килмелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 октября 2008
00:00
Поделиться