Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял вĕçĕнчи тÿремре илĕртÿллĕ çурт ларать

Ытларахăшĕн пурнăç пуçламăшĕ çакăнтан пуçланать. Ача сачĕ вăл. Çулла та, хĕлле те йышлă çÿрет унта çитĕнекен ăру. Аслисем пекех вĕсен те ача садне вăхăтра çитмелле. Паян та Артемăн кĕрхи çанталăкпа урампа киленсе утма май килмерĕ. Унсăрăн ирхи зарядкăран юлать. В.Колпакова воспитательница ачасене çаврашкан тăма сĕнчĕ. Пĕр çаврăм уттарса çаврăнчĕ. Тĕрлĕ хусканусем тутарса вăрăммăн сывлаттарчĕ. Ачасен пичĕсем пулса çитнĕ кĕрхи анис панулми евĕр илемлĕн курăнчĕç. Унтан Валентина Федоровна ирхи апатчен ачасене кăштах канса илме сĕнчĕ.

Кăмăлтан çÿреççĕ Кивĕ Ахпÿртри ача садне çак тата Козловка-Пăлакасси ялĕсенчен. Виçĕ ушкăн ĕçлет кунта. Çурчĕ хăтлă, икĕ хутлă. Ĕçлекеннисем вара ача сачĕпе пĕр çулпа пуçăннисемех. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕ килес çул хăйĕн чĕрĕк ĕмĕрне паллă тума хатĕрленет. Пуçласа М.Федорова, Н.Андреева, М.Табакова ĕçе кĕресси çинчен приказ илнĕ. Халĕ те Маргарита Антоновна кухньăра ĕçлет. Мария Петровна ачасен сывлăхĕшĕн яваплă. Н.Андреева вара вырăн таврашĕсене çуса тăрать.

Р.Плечова, С.Логунова, Е.Мулюкова воспитательницăсене ачасем юратаççĕ. С.Наумова, В.Салмина, Т.Рыбкина вĕсен пулăшуçисем шутланаççĕ.

– Ытти ялсемпе танлаштарсан ачасем йышлă çÿреççĕ пирĕн. Çакă çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура пулнинчен те килет пулас, – кăмăллăн калаçать В.Табакова заведующи. – Йышлă ачаллă çемьесем пур. М.Куделинан Андрейпа Мария, Александрпа Нонна, Кошкинсен Егорпа Мария, Светлана Кошкинан Таньăпа Саша харăсах çÿреççĕ.

Халĕ кашни ачашăн уйăхсерен 400 тенкĕ тÿлемелле. Йышлă ачаллисене вара патшалăх çăмăллăх парать. Виçшерлисен 70 процент, икшерлисен çур тÿлевне каялла тавăрать. Лайăхах ĕнтĕ. Ачасем вăхăтлă çисе, ушкăнпа выляса, коллективпа хутшăнса, канса ÿснине мĕн çиттĕр. Çурлă-кĕрлĕ ял халăхĕн ĕçĕ нумай. Ачашăн хĕрсех ĕçленĕ вăхăтра кун каçиччен тĕрлĕ апат пĕçерсе ларма ерçейменнисем те пурах.

Меню пуян ача садĕнче. Çакна М.Табакова медицина сестри те çирĕплетет. Тĕрлĕ салат хатĕрлеме ÿркенмеççĕ. Какайпа, пулăпа пĕçереççĕ. Яшка-пăтта улăштарсах тăраççĕ. М.Табакова кашни кунхи менюна çĕнетсе В.Шербустанова повар патне çитерет. Ăшă шыв пур. Канализаци ĕçлет.

Алă ĕçĕ тума ÿркенмеççĕ садикра. Воспитательницăсем заняти ирттернĕ чухне усă курмалли кăтарту хатĕрĕсем çителĕклех. Аслă ушкăнрисем патĕнче “Лавкка”, “Больница”, “Парикмахерски”, ытти учрежденисем пур. Пластилинран ăсталанă чĕр чунсем йышлă. Акварельпе сăрланă ÿкерчĕксене пăхма кăмăллă. Аппликацисем чĕррĕн курăнаççĕ. Акă, черетлĕ занятинче пластилинран упа ăсталарĕç. Кĕрхи вăрмана малтан кĕнеке çинчи ÿкерчĕкре курнă. Унтан тăван тавралăхпа паллашса ял çумĕнчи катара экскурсинче пулнă. Упа курма та пĕр хутчен çеç кайман. Вăл хуçалăх ертÿçин А.Каргинăн пур. Куçпа курни ачасен асĕнче юлатех. Кирлĕ сĕнĕвĕсене Р.Плечова воспитательница хăй те парать.

Тăван енпе паллаштарассине мала хураççĕ. Комбайн, трактор курман ача çуках ĕнтĕ. Лаша, ĕне, сысна фермисене çитнĕ. Ашак тытакан та пур ялта. Кÿлĕ хĕрринче пулă тытнă тата ытти те. Садик музейĕнче ĕлĕкхи кил хушшинче усă куракан ĕç хатĕрĕсем пур.

Музыка залĕ хăйне уйрăм. Унта занятисене А.Овечкин ирттерет. Юрра-ташша ăстисем пур ушкăнра. Ахальтен мар М.Карягина ачасен пултарулăхĕпе Чăваш телевиденийĕн пĕр передачинче те паллаштарнăччĕ. Уявсене, çуралнă кунсене юрă-ташăсăр пĕринче те ирттермеççĕ.

Садик тулашĕнчи мероприятисене хутшăнаççĕ воспитанниксем. “Малышиада” конкурса пĕр çул та сиктермеççĕ. Унта хатĕрлеме воспитательницăсен ĕçри ăсталăхĕ çителĕклех. Хăйсен мăнукĕсем те ача садне çÿреме пуçларĕç те ĕнтĕ. Акă, М.Андреевăн Дима ывăлĕн Диани, Р.Плечовăн хĕрĕн Игорĕ, ывăлĕн Карини çуллахи отпуск вăхăчĕсенче кунти ача садĕнче пулчĕç.

Садик йĕри-таврашĕнче те тирпейлĕ. Кунти хăтлăха тытса тăма В.Каргин завхоз тăрăшать. Унчченрех кунта çÿллĕ тирексем ÿсетчĕç. Вĕсем хĕвел ăшшине те тытса тăратчĕç. Папка çурса ачасен вылямалли плошадкине варалатчĕç. Халĕ вĕсене кастарнă. Вĕсен вырăнне чечек ÿсет.

Куç тĕлне тухакан пĕр çитменлĕхе çеç асăнмасăр иртме çук. Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе капăр сăн кĕртеççĕ. Юсаççĕ. Сăрлаççĕ. Садикра çавнашкалах туйăнмарĕ. Çурăлма пăхнă линолеумсем те тĕл пулчĕç. Юсав ĕçĕнче пулăшу кÿме районти вĕрентÿ пайĕнчен укçи-тенкине ытларах уйăрсан е пĕр-пĕр спонсор тупăнсан тем пекехчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться