Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техника шанчăклăхĕшĕн

Чăваш Республикинче агропромышленность комплексĕнче ял хуçалăх техникине упрасси тĕп вырăн йышăнать. Техника юсавлă пулни кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама май парать. Унсăр пуçне кивĕ техника та хуçалăхсенче йышлă пулни управ тата юсав ĕçĕсене тивĕçлипе туса пыма хистет. Ку енĕпе лару-тăрăва кирлĕ шая çитерес енĕпе республикăра октябрĕн 1-24-мĕшĕсенче смотр-конкурс ирттереççĕ. Çак тапхăрта техникăна хĕл каçарма лайăх хатĕрлемелле, тавралăха тимĕр-тăмăртан тасатмалла, ĕçлев сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техникине тимлĕх уйăрмалла. Смотр-конкурса фермер хуçалăхĕсем енĕпе те ирттерме йышăннă.

Асăннă тĕллевсене пурнăçлама ятарлă комисси туса хунă. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кĕтеççĕ


"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться