Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Театрсен çĕнĕ сезон: умра чи кăсăклисем

Театрсен 2008-2009 çулсенчи çĕнĕ сезонне уçнă май Чăваш наци музейĕн залĕнче пресс-конференци иртнĕ. Унта республикăри ултă театр режиссерĕсемпе илемлĕх ертÿçисем массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене хăйсен малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарнă.

Чи малтан кăçалхи сезона Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ сентябрĕн 9-мĕшĕнче А.Линдгренăн “Малыш и Карлсон” спектаклĕпе ăнăçлă уçнă. Театрăн тĕп режиссерĕ Станислав Васильев ачасем çинчен, ачасем валли çыракан драматургсен конкурсне ирттересси çинчен хыпарланă. Чи лайăх спектакльсене сцена çине кăларĕç. Çывăх вăхăтрах çамрăк куракансене юрă-ташăллă темиçе спектакль кĕтет.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче кăçалхи сезон чăваш театрĕ 90 çул тултарнă лару-тăрура иртет, вăл Валерий Яковлев лартнă “Ялта” спектакльпе октябрĕн 16-мĕшĕнче уçăлать. Ку театрăн пурнăçĕнчи тепĕр паллă пулăм – 2008 çулхи октябрĕн 3-6-мĕшĕсенче Мускаври “Таганка актерĕсен пĕрлешĕвĕ” театр сцени çинче иртекен гастрольсем. Мускав кураканĕсем “Ялта”, “На бойком месте”, “Праски инке мăнукне авлантарать” спектакльсене пăхса киленĕç. Театр планĕнче – “Куккук куççулĕ”, “Туй пулмасть”, “Каменный гость”, “Дон Жуан” спектакльсем.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ хăйĕн сезонне П.Чайковскин “Спящая красавица” балечĕпе сентябрĕн 24-мĕшĕнче уçнă. Куракансем “Мистер Икс”, “Доктор Айболит” спектакльсемпе, “Нарспи” тата ытти оперăсемпе тĕл пулĕç. Ыран “Лебединое озеро” балетпа Тĕнчери 12-мĕш балет фестивалĕ уçăлать. Декабрĕн 10-мĕшĕнчен вара сценăна Тĕнчери М.Д.Михайлов ячĕллĕ XVIII опера фестивалĕ йышăнать. Çулталăк вĕçĕнче театр пысăк гала-концерта йыхравлать. Унта Йошкар-Ола, Хусан, Вильнюс, Япони артисчĕсем хутшăнса, ăсталăхне кăтартасса кĕтеççĕ.

Патшалăх вырăс драма театрĕ 86-мĕш сезона “Спешите делать добро” спектакльпе октябрĕн 10-мĕшĕнче уçать. Ку ĕçе вăл Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă. Куракансем çавăн пекех “Новогодняя сказка”, “Анна Каренина”, “Лев зимой”, “Отцы и дети”, “Чайка” спектакльсемпе паллашĕç. “Бременские музыканты” тата “Мнимый больной” спектакльсене Йошкар-Олара пурăнакансене те кăтартма палăртнă.

Чăваш патшалăх пукане театрĕ “Сказочный калейдоскоп” шоу-программа хатĕрленĕ. Унпа вăл октябрĕн 17-мĕшĕнче 63-мĕш театр сезонне пуçлать. Декабрьте вара куракансене “Атăлçи пăлхарĕсем” спектакль премьери кĕтет.

Чăваш патшалăх сăнавлă драма театрĕ те çĕнĕ ĕçсемпе кĕтет хăйĕн кураканĕсене.

Театрсен режиссерĕсемпе илемлĕх ертÿçисем палăртнă тăрăх, кăçалхи сезонра çамрăк актерсем çине ытларах таяннă. Культура вĕренÿ заведенийĕсенчен ĕнер вĕренсе тухнисем паян тĕп рольсене тивĕçнĕ.

Куракансене çĕнĕ премьерăсем кĕтеççĕ. Чи кăсăкли умра!

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться