Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкулсенчен хыпарлаççĕ Аса илни пăсмасть

Турханти вăтам шкулта çул-йĕр правилисене аса илес тĕллевпе эрнелĕх ирттернĕ. Пиллĕкмĕш-улттăмĕш классенче вĕренекенсем “Çул-йĕр паллисен хулинче” çул çÿрев-вăййа хутшăннă. Унпа 6 “б” класра вĕренекенсем çĕнтернĕ. Агитплакатсен конкурсне йĕркеленĕ. Вĕренекенсем вĕсенче çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăнмаллине сăнланă. Конкурсра 5-7-мĕш классен плакачĕсене лайăх хак панă.

Вĕренекенсем районти ГИБДД пайĕн пропаганда инспекторĕпе Т.Борисовăпа тĕл пулнă. Класс ертÿçисем тематикăлла класс сехечĕсем ирттернĕ. Эрнен юлашки кунĕнче çиччĕмĕш-саккăрмĕш классенче вĕренекенсем “Эсĕ урама тухрăн” темăпа заняти йĕркеленĕ.

Кружоксене кăмăллаççĕ

Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем кружоксем ĕçе пуçăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кашнийĕшĕ хăйне килĕшекеннине çÿреме пултарать.

– Эпĕ “Знайка” кружока суйласа илтĕм. Математикăпа кăткăс задачăсем ытларах шутласшăн, – калаçать çиччĕмĕш класра вĕренекен И.Каштанова.

Пуçласа Хирти Пикшике килекен Еншик ачисем тĕрлĕ кружока çырăнчĕç. Пĕлĕвĕсене хушма занятисенче тарăнлатасшăн вĕсем. М.Матвеев “Çамрăк информатик” кружока кăмăллать.

Символсене пĕлеççĕ

Раççей символĕсене пĕлессишĕн тупăшсах ăмăртрĕç регионсем хушшинчи конкурсăн шкулсенче йĕркеленĕ пĕрремĕш этапĕнче Хирти Пикшикре вĕренекенсем. Вĕсем виçĕ номинацине те хутшăнчĕç. Района 6 ĕç тăратрĕç. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем хушма литературăпа усă курса сочиненисем çырчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться