Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ

Çĕнĕ Шупашкар хулинче велосипедпа чупассипе Чăваш Ен Кубокĕн II этапĕнче Нăрваш Шăхаль вăтам шкул команди район чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ. 1993-1994 çулта çуралнă арçын ачасем хушшинче Е.Григорьева çитекенни пулман. 1995-1996 çулта çуралнă хĕр ачасем хушшинче О.Терентьева иккĕмĕш, М.Филиппова виççĕмĕш вырăнсем йышăннă.

III этапĕ Вăрмарта иртнĕ. Унта каллех пирĕн ентешсем хастарлăх кăтартнă. Е.Григорьев каллех пĕрремĕш вырăна тухнă. О.Терентьевăпа М.Филиппова пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайланă. Спортсменсене ăмăртусене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Афанасьев хатĕрленĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться