Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел тăрăхĕнчен 125 çын старта тăнă

“Нацисен кросĕ – 2008” спорт ăмăртăвĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пирĕн район спортсменĕсем Шупашкар хулинче чупнă. Унта Патăрьелĕнчи 1-мĕш, 2-мĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсен, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн командисем хастарлăх кăтартнă. Чупăва район пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Н.Афанасьев, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Платонов хутшăнни те çамрăк спортсменсене çĕнтерÿ патне ăнтăлма хавхалантарнă. Пурĕ вара районтан 125 çын старта тăнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться