Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ларан пулсан руль умне ан тыт тулли черккине!

Район территорийĕнче çул-йĕр çинче пулакан аварисен пĕр пайĕ çула тухакан водительсем руль умне ÿсĕрле ларнипе çыхăннă. Çавăнпа та вăл хăвăртлăх тата маневр режимĕсене çирĕп пăхăнманран тепĕр çыннăн пурнăçĕ те татăлма пултарать.

Çул-йĕр çинчи лару-тăру çулран-çул йывăрланса пынине шута илсе Раççей Правительстви пĕлтĕр “2006-2012 çулсенче çул çинчи хăрушсăрлăх шайне ÿстересси” федераци программине йышăнчĕ. Федерацин “Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккунпа килĕшÿллĕн, çул çÿрессин правилисене, йĕркене пăснăшăн тивекен штрафсемпе айăплавсен пĕрремĕшпе иккĕмĕш пайĕсем 2007 çулхи çурла, 2008 çулхи кăрлач уйăхĕсенче, виççĕмĕш пайĕ вара кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче улшăнчĕç.

Чăн малтанах çул-йĕр çинче ятарлă фото тата видеокамерăсем ĕçлеме пуçлассине палăртмалла. Асăннă приборсем автомат йĕркипе ĕçлĕç. Йĕркене пăсакан автотранспорт видеосăнавра çырăнса юлать. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн мĕн чухлĕ штраф тÿлемеллине кăтартакан хута автомашина хуçине почтăпа ярса параççĕ. Енчен те водитель почта урлă килнĕ айăплавлă документпа килĕшмест пулсан, вунă кун хушшинче малтан ГИБДД подразделенине, унтан суда хирĕçлев тăратма ирĕк пур.

Çĕнĕ правилăпа килĕшÿллĕн ГИБДД ĕçченĕсем водитель эрех-сăра ĕçнипе ĕçменнипе ятарлă алкотестрпа вырăнтах татса парĕç, тĕрĕслев хыççăн теста хăçан тата ăçта ирттернине, организмра алкоголь виçи мĕн чухлĕ пулнине çирĕплетекен талонпа тивĕçтерĕç. Кăтартусем пурте компьютерта упранса юлĕç.

Шел пулин те аварие пула ачасен пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем те пулкалаççĕ. Вĕсене çул-йĕр çинче илсе çÿрессинче мĕнле улшăнусем кĕртнĕ-ха; Ачасен ушкăнне ятарлă паллăсем вырнаçтарнă автобуссенче илсе çÿремелле. Ăна чарса ачасене лартнă е антарнă чухне авари сигнализацине çутмалла. Çапла туни хыçалтан е малтан килекен транспортсен хăвăртлăхне чакарса тимлĕхе тата та ÿстермеллине, ачасем çул урлă каçаççĕ пулсан, чарăнса тăрса вĕсене ирттерсе ямаллине пĕлтерет.

Руль умне ÿсĕрле ларса çула тухакан водитель хăй çине питĕ пысăк яваплăх илет. Кайран, паллах, чавса çывăх та çыртма çук пулса тухать. Кăçалхи сакăр уйăхра, сăмахран, водитель ÿсĕр пулнипе 4 авари пулнă. Вĕсенче 2 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, пиллĕкĕшĕ аманнă.

Пĕтĕмĕшле илсен вара маларах асăннă тапхăрта 16 авари пулнă (пĕлтĕрхинчен 12 тĕслĕх сахалрах). Вĕсенче 24 çын аманнă (8 тĕслĕх сахалрах), виççĕшĕ вилнĕ (1 тĕслĕх сахалрах).

Çуран çÿрекенсен тимсĕрлĕхĕпе, вĕсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе те аварисем пулаççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, тăватă тĕслĕх сахалтарах. Çапах та çакнашкал фактсем пурри каллех шухăшлаттарать.

Çак тĕнчере çыннăн пурнăçĕ ахаль те кĕске. Тепĕр чухне вара эпир унпа хамăр та теветкеленетпĕр. Çул-йĕр яланах тирпейлĕ, йĕркеллĕ, ăнлануллă, йĕркене пăхăнакан çынна юратать. Çакна кашни водителĕн, çуран çула тухаканăн шута илесчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться