Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасем преступлени çулĕ çине ан тăччăр

Çак кунсенче райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларура ачасене тивĕçлĕ воспитани парайман çемьесене, çул çитмен ачасем преступлени тунă ĕçсене пăхса тухнă.

Упамсари пĕр çемье пирки йĕрке хуралĕн инспекторĕсем харăсах виçĕ протокол хатĕрленĕ. РФ административлă Кодексĕн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн чăн малтанах ачине тивĕçлĕ воспитани парайманшăн амăшĕ ячĕпе çырнă. Шупашкарти училищĕре вĕренекен хĕрĕ ячĕпе вара икĕ ĕç. Пĕри – пĕчĕк хулиганла ĕçшĕн, тепри – обществăлла вырăнта ÿсĕр пулса хăйне йĕркеллĕ тытманшăн. 16 çулти чиперккен вара паян малашлăх валли пысăк пĕтĕмлетÿ тума сăлтавĕ пур. Хĕрупраç каçхине тантăшĕпе тытăçса çапăçни те, ÿсĕрĕличчен хăватлă эрех ĕçни те ăна чыс та, хисеп те тумасть.

Кĕçĕн Арапуçĕнчи 39 çулхи амăшĕн вара ывăлĕ пирки питне хĕретме тивнĕ. Тем сăлтавпа вăл “Движение” хуçалăхри складран хаклă йышши запас пайĕсене илсе тухнă. Сутса услам тăвасшăн пулнă-ши; Çак хура ĕçшĕн каллех амăшĕ явап тытнă, штраф тÿленĕ.

Сăкăтри тата Тури Чакăри çемье пуçлăхĕсем вара пĕр вĕçĕм ĕçнипе хăйсен ачасем пурри çинчен те маннă иккен. Эрех серепинчен тухайман ашшĕсене ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн айăпласа штрафланă. Çак сăлтавпах Сăкăтран тепĕр хĕрарăма та Кодексĕн 5.35 статйипе айăплама тивнĕ. Çулĕпе те çамрăк вăл, 38 çулта çеç. Çапах та тăватă ачине ытлă-çитлĕ пăхмасăр ирĕклĕ пурнăçпа пурăнма тăрăшать.

Ачасем çитĕнсе çитсе ăс пуçтариччен, тĕрĕс çул çине тăриччен ашшĕ-амăшĕн унпа питĕ нумай ĕçлемелле. Ăна пысăк тимлĕх уйăрмалла, асăрхасах тăмалла. Кирек мĕнле пулсан та 16 çул тултарман ачасен ăссăрла ĕçĕшĕн ашшĕ-амăшĕнех явап тытма тивет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться