Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурт-йĕр çавăрасси ÿссех пырать

Пирĕн район çамрăксене те, аслисене те пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пикенсех тимлет. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕрен вăя кĕрсе пыракан программăсем те пур. Паян та район центрĕ строительство плошадки пекех. Патăрьелĕнче хальхи вăхăтра та тăватă çĕрте нумай хутлă çурт тăваççĕ.

Танлаштарса çакна та калама пулать. Кăçал çеç пирĕн районта 28 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт хута каймалла. Строительство ĕçĕсем çак хăвăртлăхпах пырсан тепĕр 4-5 çултан районта пурăнакан кашни пĕр пин çын пуçне 1 пин тăваткал метр пурăнмалли лаптăк пулĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться