Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çын тата саккун Ĕç законодательствине пăхăнмаллах

Иртнĕ уйăхра Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕн специалисчĕсемпе пĕрле район прокуратури строительствăра ĕç законодательствине, ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăх техникине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслеве “ДПМК “Батыревская”, “Стройкомфорт”, “Инвест-Строй” тулли мар яваплă обществăсене явăçтарнă.

Тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ. Предприяти, организаци администрацийĕсем хăрушсăрлăх ĕç условийĕпе тивĕçтересси пирки кашни çынпа уйрăммăн çырнă коллективлă килĕшÿсене кĕртнĕ. Çакăн пек килĕшÿсенех профсоюз органĕпе туман.

Пĕрлехи рейд предприятисенче ĕç сыхлавĕн службисене йĕркелеменнине кăтартса пачĕ. Организацисенче те, производство участокĕсенче те çакăншăн яваплă çын çук. Ĕç сыхлавĕпе работниксене вĕрентсе инструктаж парассине кирлĕ пек йĕркелемен.

Работниксене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине те кашни предприятинчех ăнăçлă пăхăнса пурнăçласа пымаççĕ.

Маларах асăннă предприятисенче кашнийĕнчех мĕнле те пулин йĕркене пăснă факт пур. Акă, сăмахран, тĕрĕслев “ДПМК “Батыревская” тулли мар яваплă обществăра Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 212 статйине пăхăнмасăр работниксене нормативлă право акчĕн комплекчĕпе тивĕçтермен, профессие тата ĕçне кура работниксем валли ĕç сыхлавĕн инструкцине, руководительсемпе специалистсен должноçри тивĕçĕсене пăхса тухса хатĕрлемен. Ĕç кодексĕн 221 статйипе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр ĕç тумĕ, атă-пушмак тата ытти хÿтĕлев хатĕрĕсем памалли çынсен профессийĕпе должноçĕсене пăхса тухса çирĕплетмен. Организаци ертÿçисемпе специалистсене ĕç сыхлавĕпе вĕрентÿ йĕркелесе вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслемен тата ытти те.

Тулли мар яваплă обществăра ĕç сыхлавĕн йĕркине пăснă ытти тĕслĕхсем те пур. Çирĕплетнĕ йĕркепе работниксен профессине тата ĕçне кура ĕç сыхлавĕн инструкцине туса хатĕрлесе çирĕплетмен, ку енĕпе ĕçлеме уполномоченнăй та суйламан, РФ Ĕç кодексĕн 370 статйипе килĕшÿллĕн ĕç коллективĕнчи уполномоченнăйсем çинчен калакан положенине те туса хатĕрлемен. Обществăра ĕç сыхлавĕпе çыхăннă коллективлă килĕшÿ те йышăнман... Урăхла каласан саккунпа пăхăнмасăр йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕрĕслев вăхăтĕнче пайтах пулчĕç.

Пĕрлехи рейдри тĕрĕслев итогĕпе РФ административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексĕн 5.27 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн çак обществăн генеральнăй директор ячĕпе административлă ĕç пуçарнă. Тĕрĕсленĕ ытти предприяти ертÿçисен ячĕпе те ĕç законодательствине кирлĕ пек пăхăнманшăн административлă ĕç пуçарнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2008
00:00
Поделиться