Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырăнĕ тирпейлĕ пултăр, таврара çеçке ешертĕр

Районта хамăр пурăнакан, ĕçлекен, иртсе çÿрекен вырăнсене тирпейлĕ тытас, хăтлăх кÿрес, вĕсенче ытларах чечек-курăк ешертес тĕллевпе конкурс йĕркеленĕ. Унăн условийĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ номинаципе кашни сферăрах чи-чи кăтартуллисене палăртĕç. Чи лайăх ял, урам, хушма хуçалăх, административлă çурт, обществăлла пусă ятсене çÿллĕ шайра хÿтĕлессишĕн вырăнсенчи ял тăрăх пуçлăхĕсем яваплă. Ытти сферăри объектсемшĕн вара ертÿçĕсен явап тытма тивĕ.

Комиссие район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пырать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться