Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшса ĕçлеççĕ Сăкăтра, Кая юлмаççĕ пĕртте вырмара

Кăнтăрлахи уяр кун ялта ĕçсĕр çÿрекен пĕр çынна та хунарпа шыраса та тупаймăн. Пурте кооператив уй-хирĕнче, килĕнчи пахчисенче çĕр улми кăлараççĕ. Хуçалăх ертÿçипе П.Никифоровпа машинăпа трактор паркĕнче курнăçма май пулчĕ. Пирĕн шухăша куçпа пăхсах çирĕплетрĕ:

– Паян-ыран килти пахчасенче ĕçлеме пулчĕç кооператив членĕсем. Апла пулин те хуçалăхра ĕç чарăнмасть. Г.Лаврентьев комбайнпа, В.Кузнецовпа С.Давыдов копалкăсемпе çĕр улми уйĕнче йăран хыççăн йăран чакараççĕ. Патăрьелĕнчи професси училищинче вĕренекенсем пулăшма килчĕç. Çĕр улмине суйласа хранилищĕне кĕртетпĕр, – терĕ Петр Николаевич.

Ытти çулсенче йышлă çарпа тухнă “иккĕмĕш çăкăр” ани çине Сăкăтра. Шкул ачисем, ферма коллективĕсем, ача садĕнче, лавккасенче ĕçлекенсем хуçалăха кăмăлтан пулăшнă. Кăçал та вĕсене хирĕçлемеççĕ.

140 гектар çитĕнтернĕ çĕр улмине кооперативра. Тухăçĕ савăнтарать. Малтанхи гектарсем çинчен 300-шер центнертан та ытларах пухса кĕртнĕ.

Кĕрхи ĕç капланатех çав вăл. Маларах мĕн пур вăя тыр-пул пухса кĕртме ячĕç. 985 гектар çитĕнтернĕччĕ пĕрчĕллисене. Н.Чернов, С.Пайдютов, Ю.Тимкин тата ытти комбайнерсем уяр кунăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма тăрăшрĕç. Гектартан 34 центнертан ытларах та тухрĕ кĕр “ылтăнĕ”. Уйрăмах çурхи культурăсем пысăк тухăç пачĕç. Лайăх репродукциллĕ вăрлăхсемпе акни те усă кÿчех. Хиртен йĕтеме, йĕтемрен кĕлете кĕрсе пычĕ тырă. Комбайнсем патĕнчен В.Чернов, В.Тинюков, А.Бакашин, Ю.Чиркин, А.Назаров турттарса тăчĕç. Комбайнсене хăйсенчен килекен кăлтăкпа пĕр самант та ахаль лартмарĕç вĕсем. Тырă “ури” купалансах пычĕ. Пĕр Н.Чернов çеç 20 пин центнера яхăн çапрĕ те.

Ĕçне кура хавхалантарăвĕ тивĕçетех комбайнерсене. Ĕç пахалăхĕшĕн сахал мар тăрăшрĕç вĕсем. Пĕр тикĕс çитĕннĕ çум курăксăр анасене тÿрремĕнех пухса çапрĕç. Кун пек чухне тăкакĕ сахалрах пулать-çке.

Кооперативăн кашни участокĕнчех хĕрÿ ĕç. 22 гектар сухан-севок акса-лартса ÿстернĕччĕ. Ăна пухса кĕртнĕ. Халĕ алласа хранилищĕне вырнаçтараççĕ. Тухăçĕ гектартан 100 центнера яхăн тухрĕ.

– Ĕçĕ йывăр пулсан та тупăшлă. Кĕркуннех килограмне 18-20 тенкĕпе туянакансем пур. Çавăнпа хирĕçлемеççĕ ăна çитĕнтерме кооператив членĕсем, – теççĕ специалистсем. В.Семлюкова ятне ырăпа асăнаççĕ вĕсем. “Хăш вăхăтра канать-ши, талăкра 18 сехет хирте ĕçлеме те хатĕр вăл”, – теççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те Валентина Ивановна ирхи сывлăмпах севок йăранĕсене çумран тасатма çÿренине çирĕплетеççĕ. В.Нрти, В.Пахмулова кооператив членĕсем те ÿксе юлмаççĕ унран.

Выльăх-чĕрлĕх йышне пĕр шайра тытса тăма тăрăшать хуçалăх. Ун валли каллех хĕл каçарма вăхăтра апат хатĕрлессине мала хурать. Утă типĕтсе кĕртнĕ, сенаж янтăланă, улăма пресласа пуçтарса хунă. Унпа кооператив членĕсене те тивĕçтернĕ.

Пушаннă анасене çĕртме сухи тăваççĕ. Çак ĕçе Валерийпа Николай Хитровсем, П.Вазюков, Л.Силюков механизаторсем пурнăçлаççĕ. Николай Михайлович килес çулхи тыр-пул никĕсне хывать. 250 гектар ырашпа тулă акма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ вăл. Тата çакăн чухлех акасшăн.

Кĕрхи кун кĕске, ăсĕ те пĕр майлă, теççĕ. Алла перчетке, çие ăшă тумтир тăхăниччен, йĕпе-сапа пуçланиччен уй-хир, йĕтем çинчи ĕçсене тирпейлесен аванах ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçи те çакнах ĕмĕтленет. Ун чухне вара ушкăнпа ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне палăртма та кăмăллă пулĕччĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться