Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пилĕк медальпе таврăннă

Ижевск хулинче хăвăрт утас енĕпе Раççей кубокĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен спортсменĕсем те тупăшнă. Çак старт вĕсемшĕн ăнăçлă вĕçленнĕ: команда “çÿпçинче” 5 медаль.

20 километра Лариса Емельянова чи малтан утса тухнă. Çамрăксенчен çак дистанцире Ольга Михайловăна çитекенни пулман. Арçынсенчен икĕ теçетке километра Петр Трофимов иккĕмĕш вĕçленĕ. Юниорсен ушкăнне кĕнĕ Нина Охотникова (10 км) тата Светлана Васильева (5 км) та иккĕмĕш вырăн йышăннă. Командăсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тăрăх, пирĕннисем иккĕмĕш вырăна тухнă, малта – Мордва команди.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться