Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕмĕш лару иртнĕ

Республикăра Кăнтăр Осетире инкек тÿснисене пулăшу парас ĕç малалла тăсăлать. Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне республика çыннисем, предприятисемпе организацисем, ĕç коллективĕсем куçарса панă укçа 5 миллион та 820 пин тенкĕ пулнă. Сăмах май каласан, Перекет банкĕн сотрудникĕсем хăйсем те укçа-тенкĕ куçарса ырă тĕслĕх кăтартнă.

Чăваш Республикин влаçĕн ĕç тăвакан органĕсенче ĕçлекенсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – «Единая Россия» фракцин членĕсем те сăваплă ĕçрен айккинче юлман.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться