Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш ача-пăча литератури – информаци уçлăхĕнче

Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче çĕнĕ вĕренÿ çулне вулавăш сайтне кĕртнĕ тулли текстлă, сăн ÿкерчĕксемлĕ “Чăваш çыравçисем – ачасене” электрон каталогне уçнипе пуçланă. Ача-пăча валли çыракан чăваш çыравçисемпе сăвăçисен пултарулăхĕпе малашне Çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем паллашма пултарĕç.

Сайтăн тĕп ĕçне пурнăçланă Л.Петрова пĕлтернĕ тăрăх, çыравçăсем, сăвăçсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсем сайт тума пулăшнă. Виталий Станьял тĕрлĕ сĕнÿ панă, вĕрентсе пынă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться