Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Авăн пурлăхĕ – хресчен ырлăхĕ

Йĕри-таврана кĕр сăнĕ çапрĕ. Пиçсе çитнĕ сарă тырăпа чÿхенсе ларакан пусăсем хура тĕспе витĕнчĕç. Кĕлетсем уй-хир пуянлăхĕпе тулаççĕ. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ евĕр, эппин, малтанхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме те пулать. Шăпах çакăн çинче чарăнса тăтăмăр “Батыревский” хупă акционерла пĕрлешÿ ертÿçипе П.Ялуковпа. Пĕрлешÿ ĕçченĕсем кăçал 1000 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Вĕсене 4 комбайнпа пухса çапнă. Виççĕшĕ – “Дон”, пĕри – “Енисей”, пÿлмене 3500 тонна тырă кĕртнĕ.

Тÿлевĕ хавхалантарать

Ĕçре Г.Арланов комбайнер экипажĕ пысăк тăрăшулăх кăтартнă. В.Плешков помощникĕпе вĕсем 1000 тоннăна яхăн тырă тĕ-шĕленĕ. Геннадий Николаевич ютран çÿрет пулин те хуçалăхри вырма ĕçне пуçласа хутшăнмасть. Ĕçе тĕплĕ тунăран явăçтараççĕ ертÿçĕсем ăна. Пĕлтĕр вăл В.Капитонов помощникпа ĕçленĕччĕ. Кăçал Валентин ашшĕпе штурвал умне тăчĕ. Генăпа ĕçлеме вара Анат Туçари В.Плешков килĕшрĕ.

Н.Ресметов комбайнер çинчен те ыррине нумай калама пулать. 27 çул хутшăнать вăл тыр-пул пухса кĕртме. Ăна В.Краснов пулăшса пычĕ. Н.Викторов тĕп инженерта ĕçленĕ чухне те ĕççи вăхăтĕнче комбайн çине ларатчĕ. Кăçал вăл Володя ывăлĕпе пĕрле вăй хучĕ.

– Çăкăр çитĕнтересси тарламасăр пулмасть. Чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем пулнине çирĕплетрĕç комбайнерсем. Ирхи сывлăм ÿкиччен çапатчĕç вĕсем. И.Жидков, Н.Журавлев, А.Ресметов, В.Ялуков, А.Молостов, П.Алексеев водительсем кану çинчен те манчĕç. Кăштах пушă вăхăта та çухатмарĕç. Йĕпе çанталăкра “Чувашхлебопродукт” пĕрлешĕве çĕнĕ тырă ăсатрĕç, – шухăша анлăлатса сăмах хушать пĕрлешÿ ертÿçин çумĕ В.Мальцев.

Хуçалăх паха вăрлăха çеç никĕсе хурать. Çавна май “Московская-35” сортлă тулă гектартан 42 центнер тухăç панă. Лаптăкĕ те пĕчĕк мар. Ăна 300 гектара яхăн çитĕнтернĕ. “Эльф” урпа хĕрĕхшер центнерпа савăнтарнă. “Московская-39” кĕрхи тулă та тулли пучахлă çитĕннĕ.

Тырра кĕлете кĕртсе пĕтернĕ. Килес çул акмаллине алласа кондицие лартаççĕ.

Çак кунсенче ĕçлекенсен хавхалантару шалăвне çĕнĕрен пăхса тухнă. Иртнĕ çул комбайнерсене пĕрер тонна тырă тÿлевсĕр панă пулнă. Кăçал 1, 5 тоннăпа тивĕçтерме пăхнă. Ĕç укçине пĕлтĕр 58 пиншер илнĕ. Кăçалхи расценкăсемпе вăтамран 70-шер пин тенкĕпе татăласшăн, механизаторсене тата хушма тырă парассине те палăртса хăварнă.

Улăма тыр-пул çапнă хыççăнах пресласа пыраççĕ. Виçĕ ура хунă. Хуçалăхра усă курма хатĕрленин çурри çитет, паллах. Ыттине январь-февраль уйăхĕсенче сутаççĕ. Халăх ку ыйтупа шăпах çав вăхăтра çÿрет. Мĕн хатĕрлени килти хуçалăхсенчи хуралтăсенчен те пушанать-çке.

Улăма тирпейлес ĕçе В.Раков, Ю.Арланов, В.Кальметов механизаторсем кÿлĕннĕччĕ. О.Галкин, А.Пыркин турттарса купаласа тăчĕç.

Пушаннă анасене çийĕнчех çĕртме сухи туса пыраççĕ.

Çĕр улми кăлараççĕ

“Иккĕмĕш çăкăр” лаптăкĕ çителĕклех хуçалăхра. Ăна кăларма иртнĕ эрнере пуçăннă. Иртнĕ çул кунне 7-8 гектар кăларса пынине шута илсен, çĕр улми пуçтарассине 20 кунран мала ярасшăн мар. Тухăçĕ аванах тухать. “Азора”, “Невский” “Удача”, “Рамоно” сортсене çитĕнтернĕ. Голланди технологине тĕпе хунă. Сăмах май çакна палăртмалла. Ăна хĕл каçарма хранилищĕсем тунă. Голландисен технологийĕпе упранаканни те пур. Кăларса пуçтарнă çимĕçе сутаççĕ. Куллен темиçе вăрăм автомашина продукци ăсанать.

Лайăх предприятисен йышĕнче

Республикăри чи лайăх ĕçлекен предприятисен йышне темиçе çул каяллах кĕнĕ пĕрлешÿ. 2006 çулта вăл саккăрмĕш вырăнта пулнă. Иртнĕ çул тăваттăмĕшне хăпарнă. Ÿсĕм ĕç кăтартăвне лайăхлатса пынăран пулнă. Паркри техникăна 90 процент çĕнетни те тухăçлă ĕçлеме хавхалантарать. Тупăш кÿрекен культурăсене акса çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул 180 гектар çĕр улми кассăна 13 миллион тенкĕлĕх тупăш кĕртнĕ. Тĕш-тырă туса илсе унăн çурри пухăннă. Укçана ура айĕнче таптамаççĕ. Акă, кăçал та 94 гектар çинчи улăма пресласа 118 пин тенкĕлĕх сутнă.

Ĕçпе ачаран пиçĕхеççĕ

Сисĕнмесĕр иртрĕ хаваслă каникул. Патăрьелĕнче пурăнакан хăш-пĕр ачашăн вăл ырăпа асра юлчĕ. Çу каçипе “Батыревский” пĕрлешĕве ĕçе çÿрекенсем пулчĕç кунта. Акă, А.Николаевах илер. Саша ачаранпах хутшăнать хуçалăх ĕçне. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хурса çемьене сахал мар тупăш кĕртет. Пĕртăван Сашăпа Женя Анисимовсем, Петрпа Женя Портновсем, Надя Полякова, Кивĕ Катекри пĕртăван Юрийпа Рома Вахмистровсем, Алексей Кувшинов, пĕртăван Настьăпа Алексей Саймуковсем пĕрремĕш шăнкăрав уявĕ умĕнхи кун та йĕтем çине ĕçе тухрĕç. Хуçалăх ĕçченĕсем пухса кĕртнĕ тыр-пула кĕлете тасатса, алласа кĕртекенсем пулчĕç вĕсем. Пĕрремĕш сменăра ĕçлерĕç. Вăтăр тăваттăн çÿрерĕç пĕрле.

Наташа Спиридонова, йĕкĕреш Ленăпа Валя Фроловăсем, Катя Иванова пĕр кун та юлмарĕç ĕçрен.

– Çулĕпе кĕçĕнрех, пĕвĕпе пĕчĕкрех пулин те Володя Маллин тата ытти юлташĕсем те явăçасшăн пулчĕç тырă тасатма. Вĕсене тепĕр çул илме пултăмăр. Çавах кăмăлĕсене хуçмарăмăр. Йĕтем çине шăлса тирпейлеме хутшăннăшăн виçшер пине яхăн укçа тÿлерĕмĕр, – каласа парать хуçалăхăн тĕп агрономĕ Г.Лялина.

Ĕçне кура тÿлеççĕ тенине халиччен пĕрре çеç мар илтнĕ-ха. Çакна цифрăсемпе çирĕплетес тĕллевпе Р.Сейфуллина тĕп бухгалтерпа сăмах пуçартăмăр.

– Иртнĕ çулшăн ачасен ĕçне тивĕçлĕ тÿлевпе хакланă. Вĕсем хуçалăх кассинчен 163 пин те 165 тенкĕ укçа илнĕ. Унсăр пуçне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула 100 пин тенкĕ укçа тата 7 тонна яхăн çĕр улми парса спонсорла пулăшу кÿнĕ. Паллах, вĕренекенсем хăйсем те “иккĕмĕш çăкăра” суйлама пулăшнă ĕнтĕ.

Кăçалхи тÿлевĕ те япăх мар. Йĕтем çинче кĕске хушăрах тăхăршар пин ĕçлесе илчĕç.

Сĕтпе те пурнăçа

сыпăнтарма пулать

Ăшă та тутă хĕл каçарма тăрăшаççĕ выльăх-чĕрлĕхе хуçалăхра. Пĕр ретре ларакан пилĕк витене юсанă, сăрланă. Аякран шап-шурă курăнса лараççĕ вĕсем. Йĕри-таврашĕнчи картасене тимĕртен тытнă. Выльăх йышĕ çителĕклех. 500 пуçран та иртет. Сăвăнакан ĕнесем 160. Вĕсенчен продукци илесси савăнтарать. Халĕ куллен 2300 килограмм сĕт сутаççĕ. Маларах сĕте килограмне 7 тенкĕ ытларахпа сутнă. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен хакĕ ÿснĕ. Килограмм пуçне тепрер тенкĕ хутшăннă. Ĕнесем кĕтÿре çÿреççĕ. Каçхине те кункăрана апат хураççĕ. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тенине асра тытаççĕ.

В.Убаева, Л.Бородкина, Л.Чернова дояркăсем сăвăма ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.

– Утă-улăм хатĕрленĕ. Икĕ траншея сенаж хунă. Ăна кĕске вăхăтра технологине пăхăнса хывнă. Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ. Тÿлевĕ хавхалантарать. Килте ĕне те тытмастпăр халĕ, – сăмах хушать В.Убаева доярка.

Хуралтисен никĕсĕсем çирĕп

Йăтăнса аннă тăрăллă е çĕрĕшнĕ никĕслĕ хуралтă çук хуçалăхра. Пурне те çĕнетсе пыраççĕ. 800 тонна вырнаçмалăх тырă склачĕ тунă. Йĕтем çине асфальт сарнă. Фермăсене реконструкциленĕ. Мастерской тăррине çĕнетнĕ. Çак ĕçе çур аки вăхăтĕнче тунă. Шăпах çакăн чухне хуçалăха АПК предприятисемпе хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕсем çитнĕччĕ. Вĕсем механизаторсем акара пулманнишĕн тĕлĕннĕччĕ. Тÿрремĕнех яваплă ĕçне вĕçленĕ пулнă вĕсем. Пушă вăхăта ĕçсĕр ирттермеççĕ. Çавăнпа хуçалăхра кашни ĕç кал-кал пырать те ĕнтĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться