Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

300-мĕш ача çуралнă

Пепкен ашшĕпе амăшĕ – Виталий Петровичпа Зоя Николаевна Мартышкинсем Анат Туçара пурăнаççĕ. Хăйсен ывăлне вĕсем Роман ят панă. Шăллĕне больницăран тухасса килĕнче чăтăмсăррăн 4 çулхи аппăшĕ кĕтет. Малашне Романпа ашшĕ çуралнă кунĕсене пĕр кунта, авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕрле палăртĕç. Сумлă лару-тăрура Мартышкинсене район пуçлăхĕ Н.Глухов ячĕпе саламласа ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О.Гусарова çуралнă хутне тыттарнă. Çавăн пекех телейлĕ ашшĕ-амăшне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, “Звезда” хуçалăх ертÿçи В.Кузнецов та саламланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2008
00:00
Поделиться